Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анлă тавра курăмлă

17 февраля 2010 г.

Анлă тавра курăмлă Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта маттур вĕренекенсем йышлă. Вĕсенчен пĕри _ Александр Портнов. Саша 10-мĕш класра вĕренет. Кăçал вăл районта ултă предмет олимпиадине хутшăнса пилĕк призлă вырăн çĕнсе илчĕ. Саша ытларах нимĕç чĕлхине кăмăллать. Районта тата республикăра ирттерекен олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнать. Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухнех вуннăмĕшсемпе тупăшса иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Кăçал та хăйĕнчен аслăраххисем хушшинче палăрчĕ. Иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнче "Чăваш Енри Германи кунĕсем" конкурсра республикăра пĕрремĕш вырăн тухма пултарчĕ. "Хăйне чысланă чухне Германи посолĕпе ирĕклĕнех нимĕçле пуплерĕ",_ аса илет унăн вĕрентекенĕ Г.Елисеева. Нимĕçле яка та тĕрĕс калаçнине кура Германи посолĕ ăна хăйсен патне вĕренме йыхравланă. Аслă вĕренỹ заведенийĕсенчи преподавательсем те вăтам шкул хыççăн хăйсем патне вĕренме чĕнеççĕ пултаруллă вĕренекене. Александр пĕчĕккĕ чухнех йăрă ача пулнипе палăрнă. Ашшĕпе амăшĕ ĕçе кайсан Саша аслашшĕ-асламăшĕпе тăрса юлнă. Кун каçиччен асламăшне тĕрлĕрен ыйтусем парса халтан янă. Шкула çỹреме пуçличченех вăл вулама-çырма вĕреннĕ. Астрид Линдгрен çырнă "Малыш и Карлсон" чи юратнă кĕнеки пулнă ун чухне. Шăпăрлан ăна пăхмасăр тенĕ пекех пĕлнĕ. Тĕрлĕрен хаçат-журналсенчи кроссвордсемпе пуç ватмăшсене те çăмăллăнах "шĕкĕл-ченĕ". Александр пĕрремĕш класранах хăйĕн тавра курăмĕпе ачасене çеç мар, учительсене те тĕлĕнтернĕ. "Ăна пăхса ыттисем те ун пек тăрăшса вĕренме талпăнатчĕç",_ тет унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ В.Спиридонова. Директорăн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă май, час-часах тĕрлĕ уроксенче пулма тỹр килет. Уроксенче Сашăн пултарулăхĕ уççăн палăрать. Чи малтан алă çĕклет вăл, тулли хуравсем парать. Арçын ача пушă вăхăтра кĕнеке вулама, йĕлтĕрпе ярăнма юратать. Александр кашни ирех амăшĕпе пĕрле кỹршĕ ялти пĕлỹ çуртне васкать. Марина Владимировна Портнова коллективра чи пултаруллисенчен пĕри. Раççей Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх грантне районта чи малтан илнисен йышĕнче пирĕн пултаруллă ĕçтешĕмĕр. Вăл хăйĕн тĕпренчĕкĕшĕн сахал мар тăрăшать. Портновсем ачисене лайăх вĕренме килте те мĕнпур условисем туса параççĕ. "Улми йывăççинчен аякка ỹкмест",_ тени тĕрĕсех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика