17 февраля 2010 г.
Аслă Пăла Тимеш ялĕн Çурçĕр урамĕнчи Алюновсен туслă çемйи кашни кунах пĕр сĕтел хушшине вырнаçаймасть паян. Икĕ тĕпренчĕкĕ ăшă йăвара ỹссе çитĕнсе хулана вĕренме тухса кайнă. Канмалли кунсенче, тăтăшах мар пулин те, тăван киле килеççĕ хĕрĕпе аслă ывăлĕ. Эх, епле шавласа тăрать вара кил-çурт пурте пуçтарăнсан. Тăххăрмĕш класра вĕренекен Викторăн аппăшĕпе пиччĕшне каласа памалли нумай пухăннă. Студентсен те пурнăçĕ улшăнсах тăрать, ашшĕ-амăшĕпе чуна уçса калаçаççĕ вара вĕсем. Наташа Шупашкарти педуниверситетра вĕренет. Шкула каяйман ачасен психологĕн дипломне алла илет кăçал. Денис та педагогика университетĕнче пĕлỹ пухать. Иккĕмĕш курс студенчĕ техникăпа экономика факультетĕнче вĕренет. Алюновсем виçĕ пĕр тăванра пурнăç илемне кураççĕ. Ачисене мĕн пĕчĕкрен çирĕп воспитани парса, ĕçе хăнăхтарса ỹстереççĕ. Ял пурнăçне юратнăран çĕр çинче ĕçлеме кăмăллаççĕ. Вĕсен пахчинче çимĕç паракан темиçе тĕрлĕ йывăç ỹсет. Çу вăхăтĕнче пахчара илемлĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ пушă вăхăт тупăнсанах пахчара кăштăртатать. Тĕпренчĕкĕсем те, мăшăрĕ те ялан çумра. Светлана Радионовна Алюнова Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче пысăк хисепре. Хальхи вăхăтра çак ялти пĕтĕмĕшле практика врач уйрăмĕн врачĕнче тăрăшать. Патăрьел районĕнчи Тури Туçа хĕрне Чăваш патшалăх университечĕн медицина факульетĕнчен вĕренсе тухсан кунта направленипе ĕçлеме янă. Çуралса ỹснĕ кĕтесрен инçе мар, час-часах тăван ялне çитсе килме пулать. Çамрăк тухтăра çĕнĕ çĕрте тỹрех хваттер параççĕ. Тулли кăмăлпа чирлисене сиплеме пуçлать Светлана Радионовна. Ватăсемпе, çамрăксемпе часах пĕр чĕлхе тупать вăл. Халиччен сивĕ сăмахпа калаçса та курманскер, çепĕç чĕлхипе, сăпайлăхĕпе, çынна юратнипе палăрма пуçлать. Часах хĕр Çурçĕртен килнĕ Василий Алюновпа паллашать. Çамрăксем хушшинче нихçан сỹнми таса туйăм амаланнине туйса илсен часах Светланăпа Василий туй кĕрекине лараççĕ. 1988 çул Алюновсен çемйишĕн пысăк событисемпе пуян. Çак çул пуçламăшĕнче çемье çавăрнă вĕсем. Юратун пĕрремĕш çимĕçĕ те çак çулах кун çути курнă. Светлана Радионовна вăл çулсенче Аслă Пăла Тимешри участок больницин тĕп врачĕнче тăрăшнă. Каярахпа тата ăсталăхне ỹстерсе çемье врачне вĕреннĕ. 2001 çултанпа пĕтĕмĕшле практика врач уйрăмĕн врачĕн тивĕçне çỹлти шайра пурнăçласа пырать. Чирлисем патне килĕрен те çỹрет. Тухтăр патне кирек хăш самантра та пулăшу ыйтма килме пултараççĕ. Светлана Алюнова чирлĕ çын патне ниме пăхмасăр васкать, нихăçан та хирĕçлесе тăмасть. Мăшăрĕ те ỹркенекен этем мар, тĕрлĕ çĕрте вăй хурать. Хальхи вăхăтра гозооператорта ĕçлет. 1993 çулта Алюновсем ытти çамрăк мăшăрсемпе пĕрле çĕнĕ çĕре тухса çурт лартнă. Тату пурăнакан мăшăр ĕçпе киленсе, ачисене анлă пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн ăнтăлать. Çемье телейĕ хăйсенчен кăна килнине ăнланаççĕ виçĕ ача амăшĕпе ашшĕ. Ачисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче вĕсем. Светлана Радионовна пурнăçа юратакан хĕрарăм. Коллективра ирттерекен уявсенче вăл яланах пуçаруçă. Илемлĕ юрă пуçлаканĕ те вăлах. Чу-нĕпе ырă шурă халатлă ĕçченрен яланах ăшă тапса тăрать. 23 çул каялла пĕлсе, чун ыйтнипе суйласа илнĕ професси виçĕ ача амăшне телей кỹнинчен ырри мĕн пултăр тата?