13 февраля 2010 г.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче ĕçсĕр граждансен социаллă-экономикăри пурнăçри активлăхне ỹстерес тесе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта та нарăсăн 8-мĕшĕнчи "Ăнăçу патне утăм" пĕрлехи информаци кунĕ çак тĕллевпе иртнĕ. Унта нумай вăхăт хушши асăннă центрта учетра тăракан граждансем хутшăннă. Вĕсене профориентатор ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа, центрăн пулăшу программисемпе, профессие вĕрентес, квалификацие ỹстерес е çĕнĕ професси илес майсемпе паллаштарнă, резюме хатĕрлес, ĕç параканпа телефонпа тĕрĕс калаçас, тĕл пулура хăйсене тивĕçлĕ кăтартас ыйтусене те пăхса тухнă. Çавăн пекех пухăннисем ятарласа вĕреннĕ психологсем ирттерекен тĕрлĕ тренингсене, клубсене хутшăнни пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, мĕнлерех ĕç мая килнине пĕлме, сỹрĕк кăмăл-туйăма сирме пулăшнине ăнланнă. Пур участника та ĕç шыравĕ енĕпе хатĕрленĕ брошюрăсемпе буклетсем тивĕçнĕ.