13 февраля 2010 г.
Ыран, нарăсăн 14-мĕшĕнче, Таса Валентин кунĕнче, "Ырсамай" культурăпа кану паркĕнче "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ _ 2010 çул" ятпа районта йĕлтĕрçĕсен чупăвĕ иртет. Унта район, ял администрацийĕсенчи, шкулсенчи, предприятисемпе организацисенчи йĕлтĕр спортне юратакансем старта тухаççĕ. Мала тухассишĕн мар, хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхма, уçăлма пуçтарăнаççĕ тĕрлĕ çулсенчи çынсем. Çав кунах "Ырсамай" культурăпа кану паркĕнче "Çăварнире савăнатпăр, сив хĕле кайма ыйтатпăр" ятпа уяв иртет. Программăра сивĕ хĕле ăсатнине халалланă йăла-йĕркесене кăтартса панисем, спорт ăмăртăвĕсем, вырăнти артистсен концерчĕ пулаççĕ. Уявра вĕри чей ĕçсе ăшăнма, ăшаланă аш тутанса пăхма, тĕрлĕ тавар туянма та май пулĕ. Сире культурăпа кану паркĕнче кĕтеççĕ, ял çыннисем! Уяв ирхине 11 сехетре пуçланать.