13 февраля 2010 г.
Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен управленийĕ тата Чăваш Республикинчи çыхăну тата информатизаци енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен сайчĕсен 2009 çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Елчĕк район администрацийĕн организациллĕ пайĕн специалисчĕсем иртнĕ çул фотоматериалсемпе, баннер зонине йĕркелессипе, республикăра, районта пулса иртекен мероприятисене çутатассипе, район, унăн ресурсĕсем, пулăмсем çинчен информаци калăпăшне ỹстерессипе, актуаллă çĕнĕлĕхсем интереслĕ хатĕрлессипе лайăх ĕçленине палăртнă. Çулталăк итогĕсемпе район администрацийĕн сайтне дизайн тата информаци енĕпе "Эстетика тĕлĕшĕнчен чи лайăх сайт" тесе йышăннă.