13 февраля 2010 г.
"Победа" сахал яваплă юлташлăхра лару-тăру тĕпрен ырă енне улшăннине юлашки çулсенчи производство кăтартăвĕсене тишкернинчен те уçăмлăн çирĕплетме пулать. 2009 çулхи Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче вара ял хуçалăх предприятийĕнче тăрăшакансем тата ăнăçлăрах ĕçлеме пултарнине палăртма кăмăллă. Уйрăмах выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕнчи ỹсĕмсем курăмлă. Отчетлă тапхăрта, 2008 çулхипе танлаштарсан, пĕтĕмпе аш-какай туса илессине 28 процент ỹстернĕ, 10 процент ытларах сĕт туса илнĕ. Çулталăкра кашни ĕнерен 6931 килограмм сĕт сунă. Çакă _ районти чи пысăк кăтарту. Ỹсĕмсен тĕп вăрттăнлăхĕ мĕнре? _ Ĕне выльăхсен продуктивлăхне тата вĕсен хисепне ỹстерсе пынинче, _ тет пуху ĕçне пĕтĕмлетме хутшăннă район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ В.Васильева. Тивĕçлĕ шайри продукци туса илессинче апат никĕсĕ мĕнле пулни те пысăк витĕм кỹрет. Фермăри выльăх-чĕрлĕхе ытлăн-çитлĕн пахалăхлă утăпа, сенажпа тивĕçтерессине кунта яланах малти вырăна хураççĕ. Иртнĕ çулхи уяр çанталăкра та кашни условлă выльăх пуçне 38,5 центнер апат единици хатĕрлесе хăварнă. Рациона йĕркеленĕ чухне, паллах, ытти хушма апатсемпе те туллин усă курнă. Улăма вара апат вырăнне те шутламан, ăна ай сарăмĕ валли анчах уйăраççĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ытти кăтартусемпе те ял хуçалăх предприятийĕ малти вырăнта. Мăйракаллă шултра çамрăк выльăхсем малтанхи тапхăртан тытăнсах хăвăрт аталанса пыни _ пĕр талăкра 800 грама яхăн ỹт хушни вĕсенчен лайăх ĕнесем ỹссе çитĕннине çирĕплетет. Пĕр мăйракаллă шултра выльăх пуçне 167 килограмм аш-какай туса илнĕ. Куллен сăвăнакан, сутăнакан сĕт пахалăхĕ техника регламенчĕн требованийĕ ыйтнине туллин тивĕçтерет, çавна май продукци хакĕ те пысăк. Хальхи вăхăтра Шупашкарти сĕт-çу заводне леçекен сĕте 1 килограмне 14-15 тен-кĕпе сутаççĕ. Ỹсен-тăран культурисене туса илессинчи ỹсĕмсем те куç умĕнче. Çурхи уй-хир ĕçĕсене агротехника ыйтнипе килĕшỹллĕн кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварнине пула иртнĕ çул кашни гектартан 30,4 центнер, 2008 çулхинчен 12 процент ытларах тĕш тырă туса илнĕ. Кăçал тухăçа ỹстермелли майсемпе тата ытларах усă курма палăртаççĕ. Кашни çул пĕр пек килмест. Иртнĕ çул тырă йỹнĕ пулчĕ, çавăнпа ăна сутас тесе пит тăрăшман та. Ун вырăнне ăна выльăх-чĕрлĕхе тăрантарнă çĕрте кирлĕ таран усă курнă. Усси те ытларах. Иртнĕ çулсенче ял хуçалăх предприятийĕнче, техника паркĕ чухăнланса çитнине пула, çур аки, вырма ĕçĕсене пурнăçласси кая юлса пынă. Ĕçе вăхăтра тума ĕлкĕрейменнипе тăкаксем нумай пулнă. Çав тапхăртипе танлаштарсан, хальхи вăхăтри лару-тăру та палăрмаллах лайăх енне улшăннă. Чи малтан, выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте усă куракан энергие перекетлекен çĕнĕ йышши темиçе техника туяннă, çавна май пĕтĕм ĕçе комплекслă йĕркелесе янă. Çакă выльăх апатне кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа хатĕрлеме май панă. Кулленхи ĕç кăлтăксăр, ăнса пыни механизаторсене те хавхалантарнă. Иртнĕ çул вара тĕш тырă çапса тĕшĕлекен "Полесье" комбайн туяннă. Ĕçри ăнăçлăх шанчăклă техникăран нумай килнине пурте лайăх ăнланатпăр. Хальхинче механизаторсем ял хуçалăх предприятийĕн уй-хирĕнчи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн ыттисене пулăшма кайма та ĕлкĕрнĕ. "Победа" ОООра тăрăшакансен ĕç укçи пирки те ỹпкелешсе калаçмалли çук. Сахал яваплă юлташлăх дирекцийĕ çынсене ăнланма тăрăшнине уçăмлăн курăнакан тĕслĕхпе çирĕплететпĕр. Иртнĕ çул ял хуçалăх продукцийĕсене сутнинчен пĕтĕмпе пырса кĕнĕ 12 миллион та 752 пин тенкĕ укçан 34 процентне ĕç укçи тỹлеме янă. Çапла майпа кашни çыннăн вăтам ĕç укçи 6832 тенкĕрен кая пулман. Отчетлă тапхăрта пĕтĕмпе пырса кĕнĕ укçа-тенкĕн 76 проценчĕ _ выльăх-чĕрлĕх отраслĕн тỹпи. Сахал яваплă юлташлăх директорĕ Николай Головин отчетлă доклада пĕтĕмлетнĕ май çак кăтартусем малашнехи тĕллевсене çирĕплетессинче тата яваплăрах пулма хистенине палăртса каларĕ. Ун шучĕпе, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассинче усă курмалли ре-зервсем татах пур. 100 гектар çĕр пуçне аш-какай, сĕт туса илессипе малта пыракан "Комбайн", "Прогресс" ял хуçалăх предприятийĕсемпе танлашас тесен ĕне выльăхсен хисепне май пур таран ỹстермелле. Çакна ертỹçĕпе специалистсем пĕлеççĕ. Производствăна ỹстерсен тата ытларах укçа-тенкĕ пырса кĕрĕ. Çулталăкри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май производствăра малта пыракан ĕçченсене сахал яваплă юлташлăх дирекцийĕ хаклă парнесем парса хавхалантарчĕ.