Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Киккирикне" хĕретнĕ те паттăрланнă

13 февраля 2010 г.

 Эрех ĕçни нихăçан та ырăпа вĕçленмест. Инкек вара паян мар пулсан, ыран килсе çапать. Кăрлач уйăхĕнче "киккирикне" хĕретнĕ Ержов (хушаматсене улăштарнă) Смирновăн ВАЗ-2108 маркăллă автомашини çине ларса катаччи чупма шутланă. Руль умĕнче ỹсĕрле, тен, вăрах çỹренĕ пулĕччĕ вăл, çапах та автомашинăна тĕрĕслес тĕллевпе Тăрăм ялĕнче ăна служба тивĕçĕсене пурнăçлакан милици сотрудникĕ тытса чарнă. Анчах та Ержова килĕшмен ку тĕл пулу. Йĕрке хуралĕн ĕçченне вăл чăмăрĕпе питĕнчен çапма та именмен. Çавна май теприн сывлăхне пысăк сиен кỹнĕ. Çав кун ытла та паттăр пулнăшăн ỹкĕнет пулĕ те пуçтах... Саккун вара кирек мĕнле паттăра та "лăплантарать". Ержов тĕлĕшĕпе РФ УК 318 стат-йин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Эрех тискерлетет Ку ĕç вара тата та хăрушă. Вăл та "симĕс шĕвекпе" анранă хыççăн пулса иртнĕ. Элекçей Тимешри Горбунов (хушаматсене ку тĕслĕхре те улăштарнă) иртнĕ çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче алкоголь шĕвекĕпе минренĕ хыççăн мăшăрĕ пулнă Ч.-на кĕлеткен тĕрлĕ вырăнĕнчен аллисемпе çапса, урисемпе тапа-тапа хĕнесе пĕтернĕ. Çапăçăвăн сăлтавĕ эрех ĕçнинче тата кĕвĕçнинче пулнă. Ỹт-пỹ тĕлĕшĕнчен йывăр сурансем илнĕ Ч. хĕненĕ вырăнтах вилсе кайнă. Пĕлсе тăрсах теприн пурнăçне йывăр сиен кỹрсе ăнсăртран унăн пурнăçне татнăшăн Горбунов тĕлĕшĕпе РФ УК 111 статйин 4 пайĕпе килĕшỹллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Кăрлач уйăхĕнче унăн ĕçне Елчĕк район судне çитернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика