Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Доблесть" организацин парнисене тивĕçрĕç

10 февраля 2010 г.

 Елчĕк çамрăкĕсем Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе яланах чыслăн пурнăçлаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ салтак тивĕçне хĕрỹ точкăсенче пурнăçланă. Афганистанри, Çурçĕр Кавказри вăрçăсене хутшăнса пурĕ 6 ентешĕмĕр ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупрĕç. Паттăрсен умĕнче эпир, мирлĕ тỹпе айĕнче пурăнакансем, ĕмĕрех парăмра. Нарăсăн 5-мĕшĕнче Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче мирлĕ вăхăтра та тĕрлĕ çулсенчи вăрçăсене хутшăннă ветерансен çемйисем пуçтарăнчĕç. Вĕсене Чăваш Республикинчи "Доблесть" общество организацийĕн ертỹçи В.Як-овлев, район пуçлăхĕн çумĕ _ райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, хĕрỹ точкăсенче çапăçнă ветерансен Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн ертỹçи П.Анисимов, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайăн ертỹçи И.Аникина саламларĕç. "Доблесть" организацие пирĕн ентеш _ Тỹскелте çуралса ỹснĕ Владимир Яковлев ертсе пырать. 2009 çулта асăннă организаци Ыр кăмăллăх наци фончĕ çулсеренех йĕркелекен конкурса хутшăннă, проект хатĕрлесе çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Çавна май ыр кăмăллăх акцийĕсем йĕркелеме "Доблесть" организацие укçа-тенкĕ уйăрнă. Çакăн евĕр пĕрремĕш акцие "Доблесть" пуçласа Елчĕк енре ирттерме кăмăл тунă. Владимир Николаевич кĕскен çеç хăйсен организацийĕ туса ирттерекен ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ: _ Пирĕн организаци хĕрỹ точкăсенче çапăçнă ветерансен Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕпе пĕрле килĕштерсе ĕçленисĕр пуçне хĕрỹ точкăсенче çапăçнă ветерансен Пĕтĕм тĕнчери канашĕпе те тачă çыхăнура. Çак канаш 28 патшалăха пĕрлештерсе тăрать. Организацисем ветерансен пурнăçне çăмăллатас тĕлĕшĕпе сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Вĕсене ĕç тупассипе тимлетпĕр, хамăр патăмăра ыйтупа килекен кашни ветеранах право консультацийĕпе тỹлевсĕр тивĕçтеретпĕр. Хăйсем тĕллĕн утайман ветеран-инвалидсем те пур республикăра. Вĕсен пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатас тĕллевпе инвалидсене çĕнĕ йышши коляскăсемпе тивĕçтеретпĕр. Çак коляскăсем çинче ларнă чух волейболла тата теннисла выляма, тĕрлĕ ĕç пурнăçлама та май пур. "Доблесть" организаци Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакан Афган вăрçин 3-мĕш ушкăнри инваличĕн Валерий Федоровăн çемйине компьютер парнелерĕ. Тепĕр компьютер вара хĕрỹ точкăсенче çапăçнă ветерансен Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмне тивĕçрĕ. Хĕрỹ точкăсенче çапăçнă ветерансен ачисене курткăсемпе, пушмаксемпе, теттесемпе тата кĕнекесемпе савăнтарчĕç. Афган вăрçине районтан пуçласа хутшăннă Валерий Ишмуратова (Елчĕк) В.Яковлев "Совет çарĕсене Афганистан çĕрĕ çинчен илсе тухнăранпа 20 çул çитни" медаль пачĕ. Уява Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсен концерчĕ илемлетрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика