10 февраля 2010 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" массăллă чупу кăçал 28-мĕш хут иртет. Çак чупăва пин-пин çын хутшăнать. Районта кăçалхи сывлăх уявĕ нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче "Ырсамай" культурăпа кану паркĕнчи ипподромра иртет. Çак вырсарни кун йĕлтĕрçĕсем 12 сехетре старта тухĕç. 8 ушкăнра иртĕ ăмăрту. Район администрацийĕн пайĕсен, ял тăрăхĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен, предприятисен командисем (2 арçынпа 2 хĕрарăм), пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенче (3 хĕрарăмпа 1 арçын), вăтам шкулсенче (3 хĕрарăмпа 2 арçын) ĕçлекенсем, тĕп шкулсенче вĕренекенсем (3 арçын ачапа 3 хĕр ача), вăтам шкулсенче пĕлỹ пухакансем (4 арçын ачапа 4 хĕр ача) старта тухаççĕ. Вĕсем хăйсен вăйĕсене 1 çухрăм дистанциллĕ эстафетăра тĕрĕслеççĕ.