10 февраля 2010 г.
Çулĕсем çуллă пулсан та хоккей площадкине тухакансем сахал мар. Çак кунсенче Елчĕк тăрăхĕнче 40 çултан аслăрах хоккеистсем хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхма тĕв тытнă. Хамăр районти командăсем çеç мар, хоккей вăййине кăмăллакансем Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш, Патăрьел, Комсомольски районĕсенчен те килнĕ. Участниксене район пуçлăхĕн çумĕ, район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый саламланă. Вăйăсем Патреккелти, Аслă Елчĕкри хоккей площадкисенче иртнĕ. Патреккелĕнче Канаш, Аслă Елчĕкре Елчĕк районĕсен командисем финала тухнă. Кунта хуçасем 3:1 шутпа çĕнтерсе куçса çỹрекен кубока çĕнсе илнĕ. Виççĕмĕш вырăншăн пынă вăйăра Комсомольски районĕн команди Патăрьелсене 3:1 шутпа парăнтарнă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысланă.