Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăмра юлĕ

10 февраля 2010 г.

 Ачалăх... Сисĕнмесĕрех эпир 8-мĕш класа çитрĕмĕр. Нумай та вăхăт иртмĕ, тăван шкулпа сыв пуллашăпăр. Анчах та пирĕн асăмран хамăра вĕрентнĕ учительсен сăнарĕсем нихăçан та тухмĕç. 5-мĕш класранпа пирĕн класс ертỹçинче Надежда Ильинична Яшина вăй хурать. Вăл пирĕншĕн иккĕмĕш анне пекех. Надежда Ильинична ертсе пынипе эпир шкулта иртекен конкурссенче çĕнтеретпĕр. Вăл пĕтĕм тĕле ĕлкĕрет: ирхине ирех Кỹлпуçĕнчен Хăвăлçырма шкулне васкать, пĕрремĕш шăнкăравпах хăйне уйăрса панă класа пырать. Вăл ирттернĕ политинформацисем, класс сехечĕсем, тĕрлĕ конкурссем пире ырра кăна вĕрентнине эпир чунпа туйса тăратпăр. Надежда Ильиничнăн тавра курăмĕ питĕ анлă. Вăл кирек кама та йывăрлăхра пулăшу пама пултарать. Класс ертỹçи биологи тата хими предмечĕсене вĕрентет. Ачасем ăна уроксенче тимлĕн итлесе лараççĕ. Çемьере вăл хисеплĕрен те хисеплĕ çын. Мăшăрĕпе, Вова пиччепе, икĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. Эпир Надежда Ильиничнăпа мухтанатпăр. Чăн-чăн вĕрентекен пулмах çуралнă вăл.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика