10 февраля 2010 г.
Шкул... Пĕрремĕш учитель... Пĕрремĕш сас палли, пĕрремĕш кĕнеке... Çак сăмахсем пуриншĕн те чуна çывăх, хумхануллă. Маншăн вара шкул _ пурнăç çулĕ. Çур ĕмĕр ытла пурăнатăп çĕр çинче, çак çулсенчен 36-шне вара шкултах ирттертĕм. Тин çеç килнĕччĕ пек туйăнать мана çак пĕчĕк çеç яла. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕте пурнăçа кĕртме _ учитель пулса ачасене вĕрентме. Асрах-ха çак ĕмĕт мĕнле çурални те. Тăвай районĕнчи Амалăх ялĕнче çуралнăскер, аттепе аннен аслă хĕрĕ эпĕ. Пурĕ тăваттăн пĕр кил-йышра çитĕнтĕмĕр. Аттепе анне ĕçе кайсан эпир асаннепе юлнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратса, тỹрĕ чунлă пулма вĕрентсе ỹстерчĕ пире вăл. Вăрçмасăр, ача чунне хăпартлантарса ỹкĕте кĕртме пĕлетчĕ. Асанне хăй хутла пĕлместчĕ, эпĕ вара 5-ре чухнех вулама вĕрентĕм. Ватăскер, маншăн питĕ савăнатчĕ, яланах мухтатчĕ, тĕлĕнсе пĕтерейместчĕ эпĕ вулама вĕреннинчен. Пирĕн патне килекен кашни çыннах вуласа пама ыйтатчĕ. Эпĕ вара çав çĕтĕк кăна букваре илсе шакăртаттарса вулаттăмччĕ. Пирĕн кỹршĕре учительсен çемйи пурăнатчĕ. Вĕсен кĕнекесем нумайччĕ, аслă хĕрĕсемпе вара "шкулла" мĕн чухлĕ выляман-ши? Хăйсем учитель пулатчĕç, манăн вара ялан вĕренекен пек лармаллаччĕ. Эх, мĕнле учитель пулас килетчĕ ун чухне манăн. Тата шкула мĕнле кайма ĕмĕтленеттĕмччĕ. Пиртен инçех мар кивĕ кăна шкул ларатчĕ. Унта вара кỹршĕ ялтан килнĕ ватăрах учитель вĕрентетчĕ, Анна Романовна. Шкул çулне çитмен пирки мана илмерĕç. Анчах та кашни кун пĕлỹ тĕнчине туртатчĕ мана. Тавах çав учителе, мана вăл ыттисемпе пĕрле класа кĕртсе лартатчĕ. Шăп çеç, питĕ тимлĕ итлесе лараттăмччĕ вара. Акă шкула кайма та çул çитрĕ. Анне сумка илсе пачĕ. Авăн уйăхне кĕтсе шкул хатĕрĕсене чиксе картиш йĕри-тавра миçе хутчен утса тухман-ши? Часах кĕтнĕ кун çитрĕ, эпĕ _ шкулта. Учительницăн вăрăм çивĕтне, чипер сăн-питне, уçă сассине халĕ те уççăнах ас тăватăп. Илемлĕ çырма, кĕнекесем вулама хăнăхтарсах пычĕ вăл пире. 8 класс пĕтерсен Канашри педучилищĕне вĕренме кĕтĕм. 4 çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Алăра Елчĕк районне ĕçлеме каймалли направлени. Чăваш Тăрăм шкулне пире, икĕ çамрăк учителе, Александр Моисеевич Московский груз турттаракан автомашинăпа лартса килчĕ. Ун чухне вăл шкул директорĕ пулса ĕçлетчĕ. Ял хĕрринчи пĕр çурта хваттере вырнаçтарчĕ. Варук аппа хăйĕн хĕрĕсем вырăннех йышăнчĕ пире, шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăнтăмăр. Лидăна чăваш чĕлхи, мана вырăс чĕлхи тата çут çанталăк урокĕсене пачĕç. Пĕррехинче çакăн пек пăтăрмах пулса иртнине асран кăлармастăп. Александр Моисеевич ман патне çут çанталăк урокне итлеме пычĕ. Çур урокран манăн нимĕн те юлмарĕ ачасене ăнлантармалли. Тăратăп, хĕрелнĕçем хĕрелетĕп. Александр Моисеевич тăчĕ те урока малалла тăсрĕ, пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетсе урока вĕçлерĕ. Истори учителĕ пулнă май, унăн ачасене каласа памалли те нумай ĕнтĕ. Çук, вăрçмарĕ вăл мана çак урок хыççăн. Учителĕн питĕ нумай пĕлмелли çинчен каласа ăнлантарчĕ çеç. "Ĕмĕр пурăн _ ĕмĕр вĕрен", _ тенине чăнах та учитель ĕçĕ пиркиех каланă пулĕ ваттисем. 1974 çулта училищĕрех пире института вĕренме кĕме экзамен тыттарчĕç. Малтан малалла вĕренме тăхтама шутланăччĕ. Атте аслă пĕлỹ илсе вырăс чĕлхи учителĕ пулма сĕнчĕ. Хăй те вăл чĕлхене питĕ юрататчĕ, сăвăсем çыратчĕ. 1974 çултан манăн ĕç биографийĕ пуçланчĕ. Чăнах та, йывăр та пулнă пулĕ, çăмăл та. Пурнан пурнăçра тем те курма тиврĕ. Çак ялти Володьăпа çемье çавăртăмăр, икĕ ывăл пăхса çитĕнтертĕмĕр. Анатолийпе Николай аслă пĕлỹ илчĕç. Халĕ иккĕшĕ те çемьеллĕ. Ытарайми тăватă мăнук çитĕнет. Пурăнмаллаччĕ савăнса, анчах... 2006 çулта йывăр чирлесе ỹкрĕм. Çапах та шур халатлă тухтăрсем çăлса хăварчĕç. Шупашкарти тĕп больницăра операци тунă хыççăн самайлантăм, часах киле те таврăнтăм. Анчах та инкек пĕччен килмест теççĕ. Больницăран таврăнсанах иккĕмĕш кунне мăшăр вилсе кайрĕ. Ун чухне ачасем хăйсен çемйисемпе хулара пурăнатчĕç. Ялта çамрăксене валли ĕç пулмарĕ, хулара тĕпленме шутларĕç вĕсем. Чăнах та, питĕ йывăр пулчĕ пĕччен пурнăçа хăнăхма. Ачасем килсех тăраççĕ-ха, ĕçсенче те пулăшаççĕ. Сĕтел умне тăрса, мĕнпур вăя ачасене парса урăх вĕрентейместĕп тесе шутланăччĕ çав усал чир хыççăн. Пĕр ырă тухтăр пулăшăвĕпе кĕркунне шкула кайрăм. Çавăн чухне туйса илтĕм те хамăн ĕçĕн пархатарлăхне. Шкулти учительсем те, ачасем те мана вăй парса тăчĕç пулĕ. Тепĕр хут мĕнпур вăя парса ĕçлеме пуçларăм. Ачасем... Мĕнле туяççĕ-ши вĕсем сан чунăнта мĕн пулса иртнине? Уйрăмах манăн пĕлтĕр çеç шкултан тухса кайнă ачасене тав тăвас килет. Вун виççĕнччĕ вĕсем: 5 арçын ачапа 8 хĕр ача. Халĕ вĕсем тĕрлĕ шкулсене, училищĕсене саланнă, тăрăшса вĕренеççĕ. Тĕл пулсан вара ăш пиллĕн калаçаççĕ, сывлăх, телей сунаççĕ, тав сăмахĕсем калаççĕ. 9-мĕш класран вĕренсе тухнă Оксана вара пĕррехинче тĕл пулсан йăл кулса илчĕ те çапла каларĕ: "Эсир вара пире чăннипех те юратса вĕрентнĕ", _ терĕ. Çак 36 çул хушшинче нумай ачана вĕрентсе кăларнă, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Вĕрентекен профессине суйласа илнĕшĕн пĕрре те ỹкĕнместĕп. Учитель ĕçĕ яланах сумлă, чыслă пулнă, çакăн пек пултăр та. Учитель çулталăкĕ пуçланнă ятпа пур вĕрентекене те ырлăх-сывлăх, ĕçре тата та пысăк çитĕнỹсем туса пыма сунатăп. Пирĕн вырăна вара шкулсене çĕнĕ вăйпа, пысăк тавра курăмлă, ачасене чунтан юратакан, учитель ĕçне чун-чĕрипе парăннă çамрăксем килессе шансах тăратăп.