Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унра вăй-хал тапса тăрать

06 февраля 2010 г.

Унра вăй-хал тапса тăрать Хитре çырма та вулама Вĕрентнĕшĕн тавах Сире, Вĕрентрĕр çĕршыва савма, Вĕрентекен! Мухтав Сире. Сире манмастпăр нихăçан Сăпайлă, ăшă пулнăран. Çакăн пек йĕркесем шăрçаланă Артем Макаров хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенĕ çинчен. 1979 çулта Канашри педагогика училищинчен ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе алла диплом илнĕ хыççăн Екатерина Яковлевна Кузьмина ыттисем пек унталла-кунталла каяс шухăш тытман. Елчĕке, тăван яла килнĕ. Пирĕнпе юнашар хавхалануллă чун-чĕреллĕ çынсем пуррипе çут тĕнче тата илемлĕрех, пуянрах пулнăн туйăнать. Тăрăмри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта ĕçлекен Екатерина Яковлевна çак çынсен йышĕнчен. Вăл мĕн пĕчĕкрен вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ, ăна пурнăçлама пултарнă. Хăйĕн вĕрентекенне, тăван шкултах ĕçлесе пурăннă Лидия Петровнăна юратнипех çак профессие суйласа илнĕ-тĕр. Пĕрремĕш вĕрентекен тăван анне пекех, çырма-вулама, шутлама вĕрентнисĕр пуçне пĕтĕм çепĕçлĕхне, чун ăшшине ачасене парнелет. Шкула пĕрремĕш утăм тăвакан ачасемшĕн иккĕмĕш амăшĕ вырăнĕнче вăл. Хăйĕн профессине чунтан юратать педагог. Уроксене тĕрлĕ енлĕ ирттерет. Вĕрентекенĕн тата йăлтах пĕлмелле: ача паян мĕншĕн урок туса килмен, унăн кăмăлĕ мĕншĕн пусăрăнчăк, ирхине ача апат çинĕ-и, уроксене мĕншĕн сиктерет? Тĕрлĕ кăткăс саманта сирсе яма пултарать вĕрентекен. Учителĕн артист та пулмалла çав, çак вĕренỹ çулĕнче кĕçĕн классенчи учительсем хушшинчи методика пĕрлешĕвĕнче ирттернĕ урок та çакна кăтартса парать. Екатерина Яковлевна класс тулашĕнчи мероприятисене те пысăк хавхаланупа пурнăçлать. Шкулти ăмăртусенче унăн вĕренекенĕсем малти вырăнсене йышăнаççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче "Мăн кун" уяв выляса кăтартрĕç. "Çитермере" вăййа улăха кайса вылярĕç. Вăл вĕрентекен ачасем çулсеренех районти олимпиадăсенче, наукăпа практика конференцийĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Литература конкурсĕнче "Сăвă" номинацире Татьяна Афанасьева (4-мĕш класс) районта пĕрремĕш вырăн йышăннă. Республика шайĕнче 3-мĕш вырăна тухма пултарнă. Унтан хаклă парнепе таврăннă. Тата маларах, 2007 çулта, халĕ Оля Афанасьева 7-мĕш класра вĕренет, 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне пĕрремĕш вĕренекенне халалласа çакăн пек сăвă çырма пултарнă. Вăл "Елчĕк ен" хаçатра пичетленнĕ. Хисеплĕ ман учитель, Тавах Сире пуриншĕн. Юратнă ман учитель, Савнап Эсир пурришĕн. Вĕрентрĕр вулама, Çырма Эсир пире. Куçатпăр малалла, Класран класа пĕрле. Утасчĕ шкулалла Сире курма вăрах. Пуласчĕ Сирĕн пек Ỹссе çитсе часрах. 2008 çулта Таня Афанасьева олимпиадăра вырăс чĕлхипе 2-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ. 2007 çулта Екатерина Яковлева ертсе пынипе Данил Смирнов "Эпĕ _ тĕпчевçĕ" проект хатĕрлесе районта 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче ỹкерчĕк туса "Тискер чĕр чунсен тĕнчи" номинацире Анастасия Каценеленбоген районта 1-мĕш вырăна тухрĕ. Унăн ĕçне Шупашкара ярса панă. Ачасем тарăн пĕлỹллĕ, анлă тавра курăмлă пулччăр тесе "Чĕвĕлти чĕкеç", "Русский медвежонок", "Кенгуру" вăйă-конкурссене хутшăнтарать вĕрентекен. Екатерина Яковлевна ачасене пĕр-пĕринпе туслă çыхăну тытма, пĕр-пĕринпе ытларах хутшăнма тĕрлĕ майсем туса парать. Хăй вĕрентекен ачасене ялти библиотекăна илсе çỹрет. Кĕнеке вуласа ачасем тăван çĕре, тăван çĕршыва юратчăр, хисеплеччĕр, тет вăл. Чылай çĕрте Тимур командисем, пулăшу отрячĕсем манăçса пыраççĕ, пирĕн вĕрентекен çав йĕркесене тытса пырать. Час-часах унăн вĕренекенĕсем ватă çынсем патне кайса урай çуса, шыв йăтса, юр тăкса пама пулăшаççĕ. Лидия Васильева, Анна Якимова, Лида Иванова пенсионерсене Е.Кузьмина вĕренекенĕсем шефа илнĕ. Вĕрентекен ашшĕ-амăшĕсемпе, вĕсен комитечĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлет. Екатерина Яковлевна тĕрлĕ конкурссене ашшĕ-амăшĕсене те явăçтарать. Акă, сăмахран, кăçал Амăшĕсен кунĕнче "Анне, асанне, кукамай" конкурса хутшăнса амăшĕсем призлă вырăнсене çĕнсе илчĕç. Çĕнĕ çулта района тăратмалли конкурсра, юмахри сăнарсене пăртан касса кăларма ашшĕсем питĕ хастар пулчĕç. Кунта Екатерина Яковлевнан тỹпи пысăк, вăл ашшĕсене пулăшса тăчĕ. 2008 çулта вĕрентекен "Чи класлă класнăй" конкурса хутшăнчĕ. Екатерина Яковлевнăна юратнине пулах Галина Игнатьева, Ольга Никитина, Леонид Захаров, Татьяна Петрова тата ыттисем те учитель профессине суйласа илнĕ. Пирĕн вĕрентекен общество ĕçĕсене те активлă хутшăнать. Суйлав вăхăтĕнче суйлав комиссийĕн членĕн, секретарĕн ĕçне пĕрре мар туса пыма шаннă. Тăрăшуллă та пултаруллă учителĕн ĕçне нумай хутчен Хисеп хучĕпе хаклани ахальтен мар, паллах. 1999 çулта Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерствин грамотине тивĕç пулни ăна тата ытларах хавхалантарать. Педагог, воспитатель пултарулăхĕ питĕ пысăк унăн. Хăйĕн виçĕ ачине те лайăх ăс-тăн парса ỹстерчĕ, пурте аслă пĕлỹ илчĕç. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика