Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Икĕ çăлтăр" çуталсан

06 февраля 2010 г.

 Елчĕкри культурăпа кану центрне юсаса илемлетнĕ, тĕрлĕ йышши оборудованисемпе пуянлатнă хыççăн çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсех пыраççĕ. Çакă культура ĕçченĕсем йĕркелекен çĕнĕ мероприятисенчен яр уççăн курăнать. Эпир телевизорпа тĕрлĕ передачăсене кăсăкланса пăхатпăр. Паян вара районти культура учрежденийĕсенче мĕнле кăна кану каçĕсем йĕркелемеççĕ? Сенкер экранпа кăтартакан шоусенчен пĕрре те кая мар. Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче "Икĕ çăлтăр" шоу-программăра пулма тỹр килчĕ. Чăннипех те килĕшрĕ пĕрремĕш хут йĕркеленĕ мероприяти. Анчах курма килнисен йышĕ сахалли палăрчĕ. Уявсене вĕсем валли хатĕрлеççĕ-çке. Асăннă хаваслă мероприятине Вера Панкратова методист пуçарнипе хатĕрленĕ. Сценăна питĕ килĕшỹллĕ те хитре илемлетнĕ. Залра ларакансем юмах тĕнчин ытамĕнче тейĕн, сивĕ Хĕл Мучи ачисемпе пĕрле таçтан, инçетрен Юр Пикене пирĕн ума килсе тăратрĕç. Пики те кăмăллăскер, ытармалла мар, шăнкăрти шыв сассиллĕ калаçăвĕ чуна ăшăтать, тăпăл-тăпăл кĕлеткийĕ, çыпăçуллă çи-пуçĕ кăмăла çĕклет. Пухăннисене ырă сунса саламланă хыççăн Хĕл Мучишĕн тунсăхланине пĕлтерет. Юр Пике рольне Вера Панкратова вылять, Хĕл Мучи _ Владимир Кушманов. Хĕл вăхăтне сăнласа юрă юрлакансен конкурсĕ уçăлнине пĕлтерсен чуна тыткăнлакан кĕвĕ сасси таçтан аякран илтĕнсе каять. Унччен те пулмасть Юр Пике: "Такого снегопада, такого снегопада, давно не помнят здешние места..." шăрантарать. Чăрăшсем хушшинчен хуллен, хуллен утса Борис Клементьев тухать, пикепе юрлама пуçлать. Чи пирвайхи конкурсантсем шăрантарнă юрă ырлăх авăрне илсе кĕнĕн туйăнчĕ, çакна куракансем хыттăн-хыттăн алă çупнинчен те хаклама пулчĕ. Мăшăр хыççăн мăшăр тухрĕ халăх умне. Пĕри тепринчен пултаруллă пулни пĕр тĕлĕн-терчĕ, пĕр савăнтарчĕ. Акă, Нина Сивковăпа Николай Краснов сцена çине тухсанах зал кĕрлесе кайрĕ. Унсăрăн май та çук. Шартлама сивĕре уçăлма тухнă мăшăр тейĕн, арçыннăн çăм атти юр ашса утса тухнăскерĕнни пек, çĕлĕкĕн хăрах хăлхи çỹлелле çĕкленнĕ, хăй купăсне шав тăсать те тăсать. Хĕрарăмми те кĕски çийĕн шерепеллĕ тутăрне килĕшỹллĕн çавăрса хунă. "Белым снегом" юрра шăрантарчĕç вĕсем. Артистсенчен пĕрре те кая мар. Надежда Ишмуратовăпа Сергей Баранов "Юр пĕрчийĕ" юрăпа тыткăна илчĕç. Вĕсен номерне Надеждăн икĕ пĕчĕк хĕрĕ юр пĕрчи пулса ташласа пуянлатрĕç. Ольгăпа Валерий Архиповсем, Иванпа Лилия Шурбинсем юрланине пĕр хутчен кăна итлемен. Вĕсене Турри чăннипех те ăсталăхне нумай панă. Хальхинче те мăшăрсен пултарулăхĕ иксĕлми çăл куç таппиллĕ пулни курăнчĕ. Вĕсем юрланă хыççăн нумай-нумай çул пурăнас, хавхаланас, пурнăç урапине такăр çулпа пĕр такăнми чуптарас килчĕ. Марина Демьяновăпа Алена Уркина шỹтлĕ юрăсемпе, такмаксемпе савăнтарчĕç. Хаваслă кулă сăн-питрен кайма пĕлмерĕ уявра. Чăн-чăн çăлтăрсем йышлă иккен пирĕн тăрăхра. Жюри членĕсене чи-чи çутă çăлтăрсене суйласа илме çăмăлах пулмарĕ. Çавăнпа та вĕсем çăлтăрсен пултарулăхне кура çапла хак пачĕç: чи килĕшỹллĕ мăшăр çăлтăр, чи хавасли, чи илĕртỹлли, чи пултарулли... Юлашкинчен çакна каласшăн: Елчĕксем, çỹрĕр районти культурăпа кану ценртне. Унта сире яланах хавас.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика