06 февраля 2010 г.
Курнавăшри информаципе кану центрĕнче ял тăрăхĕнчи художество пултарулăх коллективĕсен "Хавхалану çăлкуçĕ" смотр-конкурсĕ иртнĕ. Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул тата Учитель çулталăкне халалласа йĕркеленĕ уява Курнавăш ял тăрăхĕнче пурăнакансем йышлăн хутшăннă. Репертуар пуян та тĕрлĕ енлĕ. Çакна куракансем тỹрех асăрханă, артистсене кăмăллăн йышăннă. Уйрăмах Курнавăшри юрă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. "Цветковы" фермер хуçалăхĕнчи Н.Асранхулов (Узбекистанран вăл), Е.Цветкова, К.Смирнова, Л.Гладкова, Г.Никитина, К.Смирнова, Р.Светопольская юрланине тăвăллăн алă çупса йышăннă. Курнавăшри, Вырăскассинчи, Çĕнĕ Пăвари ташă ушкăнĕсем концерта тата илем кĕртнĕ. Вырăскассинчи "Шанăç" фольклор ушкăнĕ ырă сăмахсене тивĕçлĕ. Чуна ăшăтаççĕ унăн юррисем. "Салтака ăсатни" инсценировка та лартса панă коллектив. Çĕнĕ Пăвари И.Титова, Л.Максимова, М.Абрамова, С.Александрова, Т.Мударисова, В.Крысова, С.Капралова, Е.Никонова юрланине, "Çĕрпỹртре", "Укçа чул кастарать" сценкăсене те куракансем ăшшăн йышăннă. Çакна палăртма кăмăллă, смотр-конкурса халăх йышлă хутшăннă. Калама кăна, 30-35 çынран тăракан пултарулăх ушкăнĕсем йĕркелеме пĕрре те çăмăл мар. Кунта В.Доброхотовпа А.Краснован тỹпи пысăк. Районтан килнĕ жюри членĕсем художество пултарулăх ушкăнĕсен ăсталăхĕ çулран-çул ỹссе пынине, çĕнĕ талантсем тупăннине палăртнă.