Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Смотр-конкурсра

06 февраля 2010 г.

Яманчỹрелĕнчи культура çуртĕнче Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕсен Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул тата кăçалхи Учитель çулталăкне халалланă смотр-конкурсĕ иртнĕ. Унта ултă ялти юрă-ташă ăстисем хутшăннă. Чи çамрăкки _ Мария Журавлева. Вăл Çĕнĕ Эйпеçрен. Куракансене çамрăк артистка хĕвел тухăç ташшипе савăнтарнă. Лаш Таяпари Сильва та хăйĕн сассипе куракансене тыткăна илнĕ. Яманчỹрелĕнчи А.Марковăпа Д.Базарнов анне, юрату çинчен юрланă юрăсем куракансене аса илỹ авăрнех илсе кĕнĕ. Шăмалакри Н.Черновăна та залра ларакансем тăвăллăн алă çупса тав тунă. Л.Казначеева (Вăрăмхăва) Н.Терентьевăн "Çĕпĕр дивизийĕ" пьесăри монолога вуланă. Хĕветура рольне артистран кая мар вылянă вăл. Куракансем куççулĕсене те тытса чарайман. Концертра "Сударушка" ансамбль те хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Ăна Иван Шурбин ертсе пырать. Ансамблĕн ырă ячĕ хамăр тăрăхра çеç мар, инçете саланнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика