Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт-йĕр çавăрнă, хваттер туяннă

03 февраля 2010 г.

Яллă вырăнсенче пурăнакан çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси çине патшалăх çулсеренех пысăк тимлĕх уйăрнăран районти чылай çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарчĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри хваттерсем туянчĕç. Теприсем вара кермен евĕр çурт-йĕр çĕклерĕç. 2009 çулта Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче тĕрлĕ программăпа усă курса пурĕ 7 çемье çурт-йĕр условине лайăхлатнă. Чăваш Республикин "Пурăнмалли çурт-йĕр хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр юлнă ачасене _ Сăрьелĕнчи Р.Галимовăпа Исемпел ялĕнчи А.Кротова хваттерпе тивĕçтернĕ. Чăваш Республикин "Ялăн социаллă аталанăвĕ" программăпа Сăрьелĕнчи Х.Самигуллин тата Кавалти В.Изратов çемйисем, Раççей Федерацийĕн "Çурт-йĕр" программин "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çумпрограммипе Исемпелти Ю.Иванов, Кушкăри П.Хмелев, Кивĕ Арланкассинчи Н.Миронова усă курнă. В.РЫБКИНА, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика