Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир вĕсемпе мухтанатпăр

03 февраля 2010 г.

Эпир вĕсемпе мухтанатпăр Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров кашни çулах хăйĕн Указĕпе ĕçре, вĕренỹре, творчествăра, ытти отрасльсенче палăрнă 1000 çамрăка ятран паракан стипендисемпе чыслать. 2002 çулта унăн сумми 1000 тенкĕ пулнă, кăçал вăл 1830 тенкĕпе танлашать. 9 çул хушшинче çак чыса пирĕн районта пурăнакан вун-вун çамрăк тивĕç пулнă. Кăçал ăна улттăн тивĕçнĕ: "Марс" ЯХПКри ĕнесене машинăпа сăвакан В.Г.Валиева оператор, Елчĕк шкулĕнчи К.В.Васильева, Курнавăш шкулĕнчи К.П.Смирнова вĕренекенсем, "Яманчурино" ОООри А.В.Немцев тракторист, район администрацийĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ И.И.Никонова, районти тĕп больницăра ĕçлекен çамрăксен канашĕн председателĕ С.М.Яковлев врач. Тунти кун район пуçлăхĕ Н.П.Миллин çамрăксене Чăваш Республикин Президенчĕн ятран паракан стипендине илнĕ ятпа саламларĕ, ĕçре, вĕренỹре, общество пурнăçĕнче малашне те малта пулма ырă сунчĕ, стипендиатсене свидетельствăсем пачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика