Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анлă канашлу иртнĕ

03 февраля 2010 г.

Эрне кун район администрацийĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 2009 çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Канашлу ĕçне ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, зооветспециалистсемпе фермăсен заведующийĕсем, техник-осеменаторсемпе производствăра малта пыракансем хутшăннă. 2009 çулхи кăтартусем тата выльăх-чĕрлĕх отрасльне 2010 çулта аталантарассинчи тĕллевсем çинчен район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ В.Васильева, иккĕмĕш ыйтупа выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинчи ветеринари аспекчĕсем çинчен районти ветеринари станцийĕн начальникĕ А.Скворцов каласа кăтартнă. "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче иртнĕ çул сыснасене тапхăрпа (туровый опорос) çăвăрлаттарассипе тата вĕсене ỹт хуштарассипе ăнăçлă ĕçленĕ. Ĕç опычĕпе хуçалăхри тĕп ветеринари тухтăрĕ Ю.Архипов паллаштарнă. Кулленхи ĕçре çĕнĕ мелсемпе усă курни çинчен акционерсен "Прогресс" обществинчи тĕп зоотехник В.Чернова каласа кăтартнă. Канашлура иртнĕ çулхи ĕçлĕ ăмăрту условийĕсене пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсене çирĕплетнĕ. Канашлу ĕçне район пуçлăхĕн çумĕ _ район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый пĕтĕмлетнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика