Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр эрнере çичĕ призер

03 февраля 2010 г.

 Иртнĕ эрне пирĕн районти вĕренекенсемшĕн _ шкул ачисен Пĕтĕм Раççей шайĕнчи олимпиадин республикăри тапхăрĕнчи участникĕсемшĕн _ тухăçлă пулнă. Кăрлачăн 25-31-мĕшĕсенче 7 олимпиада иртнĕ, вĕсенче районăн 7 вĕренекенĕ призерсен йышне кĕнĕ. Экологи предмечĕпе иртнĕ олимпиадăра Лаш Таяпа шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Алексей Павлов (ертỹçи И.Павлова), Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Наталья Ефимова (Н.Карчикова) виççĕмĕш, право предмечĕпе Елчĕк шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Анастасия Чуманова _ пĕрремĕш, Кристина Морозова (В.Николаев) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Технологи предмечĕпе йĕркеленнĕ олимпиадăра Елчĕк шкулĕнчи 11-мĕш класри Михаил Барановпа (С.Долгов) Кушкă шкулĕнчи 11-мĕш класри Светлана Голубева _ виççĕмĕш, Кушкă шкулĕнчи 10-мĕш класри Екатерина Гордеева (С.Голубева) иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика