Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Криминаллă хроника

30 января 2010 г.

2010 çулхи кăрлачăн 18-24-мĕшĕсенче район территорийĕнче административлă право йĕркине пăхăнман 93 çынна тытса чарнă. Хĕненĕ Кăрлачăн 17-мĕшĕнче 24 сехет тĕлĕнче Ĕнелĕнчи М. хăйĕнпе пĕр тăванне хĕнесе пĕтернĕ. Асăннă фактпа çыхăннă материала Елчĕк районĕнчи 1-мĕш номерлĕ суд участокне ярса панă. Çул-йĕр çинчи инкек Кăрлачăн 23-мĕшĕнче Елчĕкри Андреев урамĕнче ВАЗ-2107 тата ГАЗ-2110 маркăллă автомашинăсем çапăннă. Асăннă фактпа РФ КоАП 12.15 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн административлă протокол çырнă. Тĕрлĕрен Кăрлачăн 18-мĕшĕнче Елчĕк район прокуратурине Шупашкарта пурăнакан М. пирки çакăн евĕр хыпар килнĕ: М. саккуна хирĕç кайса Елчĕк районĕнче вырнаçнă "Россельхозбанкран" кредит илес тĕллевпе Чăваш Республикин "Ростехнадзор" бухгалтерийĕнчен суя справка илнĕ. Асăннă фактпа çыхăннă материала ШĔМĕн Комсомольскинче вырнаçнă экономика преступленийĕсемпе кĕрешекен пайне ярса панă. Кăрлачăн 19-мĕшĕнче Шупашкарта пурăнакан С. Аслă Таяпа ялне килсен укçи çухалнине пĕлтернĕ. Асăннă фактпа тĕрĕслев материалне Шупашкарти шалти ĕçсен управленийĕн 3 номерлĕ милици уйрăмне ярса панă. Кăрлачăн 5-мĕшĕнче Шупашкарта пурăнакан П. сутас тĕллевпе Тĕмерти К.-ăн ВАЗ - 2109 автомашинине илнĕ, çапах та укçине халĕ те тавăрса паман. Асăннă фактпа тĕрĕслев материалне Шупашкарти шалти ĕçсен управленийĕн 4 номерлĕ милици уйрăмне ярса панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика