Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "03" службăна 30 çул

30 января 2010 г.

Виçĕм кун районти тĕп больницăри васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан уйрăма уçнăранпа 30 çул çитнĕ.1980 çулхи кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп больницăн тĕп врачĕ А.Молоствов васкавлă пулăшу памалли пункт уçăлнине пĕлтерсе приказ çырнă. В.Мальцев хирург çак ĕçшĕн яваплă пулнă. Чи малтанах уйрăм хирурги корпусĕн путвалĕнче вырнаçнă. В.Яковлев водитель васкавлă пулăшу машинипе районта çитмен ял хăварман. Унта малтанах Э.Кузнецова врач, виçĕ фельдшер ĕçленĕ. 2009 çулта вара пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ паракан уйрăма тĕплĕ юсанă, çутă та пысăк пỹлĕмсем уйăрса панă. Халĕ вăл сывату корпусĕн пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнă. Чирлĕ çынна пĕрремĕш пулăшу памалли мĕнпур услови пур унта. "Сывлăх" приоритетлă наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, уйрăма хальхи йышши техника тата медицина оборудованийĕсемпе, васкавлă пулăшу машинисемпе пуянлатнă. Хальхи вăхăтра пĕрремĕш пулăшу пама Елчĕкрен хăтлă 4, Аслă Пăла Тимешри филиалтан 2 автомашина çула тухать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика