Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усăллă канатпăр

30 января 2010 г.

 Шкулта тивĕçлĕ пĕлỹ панисĕр пуçне эпир, вĕрентекенсем, класс тулашĕнчи ĕçсенче ачасене кирлĕ пек воспитани парас тесе тăрăшатпăр. Кашни кунах шкулта мĕнле те пулсан мероприяти: пĕрисем музыка кружокне васкаççĕ, теприсем шашка-шахматла выляççĕ... Аслăрах классенче вĕренекенсем кĕçĕннисене компьютер ăсталăхне хăнăхтараççĕ. Шартлама сивĕсенче те ачасем йĕлтĕр йĕрне çухатмарĕç. А.Карсаков ертсе пынипе шкулта ачасем уроксем хыççăн Кỹлпуçпе Хăвăлçырма ялĕсем хушшинче ăмăртмаллах йĕлтĕрпе ярăнаççĕ. Тĕрлĕ проектпа презентаци хатĕрлесси те шкулта йăлана кĕнĕ. Кашни предмет эрнинчех викторинăсем, олимпиадăсем пулса иртеççĕ. Хальхи вăхăтра ачасем республикăра иртекен "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурса хатĕрленеççĕ. Шкул ĕçченĕсемпе вĕренекенсен концерчĕ те ял-йыш кăмăлне кайрĕ пулĕ тесе шутлатăп. Кĕрлет, шавлать ача сассиллĕ шкул. Яланах çавăн пек пултăрччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика