30 января 2010 г.
Патреккелти пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ уçăлсан ял çыннисем, паллах, питĕ хĕпĕртенĕ. Çапла пулмасăр, Елчĕке кайса çỹремелле мар-çке. Кунтах пур енлĕн сипленме пулать. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне тăватă ялтан çỹреççĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче эпĕ те йывăр чирлесе ỹкрĕм. Патреккелĕнчи шурă халатлă ĕçченсем эмелпе кăна мар, çепĕç чĕлхипе, ăшă сăмахпа сипленине курса ĕнентĕм. Чи малтанах уйрăм врачĕ Л.Миллина йышăнăва килекен кашни çынна тĕплĕн тĕрĕслет, кирлĕ сĕнỹсем парса кунти кăнтăрлахи уйрăма выртса е килте сипленмеллине палăртать. Кăнтăрлаччен чирлисене вырăнта йышăнать пулсан, ун хыççăн Людмила Михайловна вырăнпа выртакансем патне килĕсене каять. Çамрăк врач хăйĕн ĕçне чун хавалĕпе пурнăçланине куратăн. Кашни ытлари кун Ĕнел, кĕçнерни кун Элекçей Тимеш ялĕнчи ватăсен сывлăхĕсемпе интересленет вăл. Врач çак кун районти тĕп больницăран васкавлă пулăшу машинине ыйтса илет. Унпа усă курса вăрçăпа ĕç ветеранĕсене Елчĕке илсе кайса флюоро-графи кĕртеççĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă тăватă ялти 13 ветерана уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ шурă халатлă ĕçченсем. Ытти врачсенчен пулăшу кĕтекен ветерансем те çав кун машинăпах кайса районтисем патĕнче тĕрĕсленме пултараççĕ. Çавăн пекех уйрăма кашни эрне кун районти тĕп больницăри В.Горшкова педиатр килсе пĕчĕккисен сывлăхĕпе интересленет. Уйрăмра çулталăка çитмен 18 пепке учетра тăрать. Вĕсен кабинетĕнче пĕчĕккисене пăхмалли мĕнпур услови туса панă. Уйрăмра хăтлă та çутă, таса. Коридорти стенасем çинче тĕрлĕрен стендсемпе паллашма пулать. Врач патне кĕриччен тухтăр сĕнĕвĕсене вулатăн. Медицина сестрисем пĕринчен тепри харсăр. Галина Скворцова фельдшерица кăçал тивĕçлĕ канăва тухать. 30 çул ытла ял халăхĕн сывлăхĕшĕн тăрăшать Галина Михайловна. Чирлĕ çын пулăшу ыйтсан çийĕнчех ун патне чупать вăл. Е тата Галина Михайловна хăй ĕмĕрĕнче миçе çын пурнăçне çăлса хăварман-ши? Вăл Раççей хисеплĕ донорĕ. Елена Борисова медсестран ăсталăхĕ ỹссе пыни те куç умĕнче. Унăн ĕç стажĕ те _ 16 çул. Вăл анализсем те илет, чĕрене ỹкерттерет, врач патне килекенсене йышăнать. Çавăн пекех уйрăмри тирпейлĕхшĕн тăрăшакан Зинаида Иванова санитарка та ăшă сăмахсене тивĕçлĕ. 30 çул ытла вăл çак ĕçре. "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн ялсенче пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсем уçни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ял халăхĕ чирлесен вырăнтах сиплентĕр тени питĕ ырă пулăм. Чирлес марччĕ тесе тăрăшатпăр пулсан та, çапах та шурă халатлисен аллине лекетпĕрех. Вĕсем пирĕншĕн тăрăшаççĕ, сăваплă професси суйласа илнĕскерсем пире сыватассишĕн чун ăшшине шеллемеççĕ.