Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пиртен тĕслĕх илеççĕ

30 января 2010 г.

Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме илчĕç те, тỹрех директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумне çирĕплетрĕç. 16 çул ĕçлерĕм çак должноçра. Халĕ виççĕмĕш çул тĕп шкулти аслă вожатăй тивĕçне пурнăçлатăп. Аслă вожатăйăн ĕçĕ нумай енлĕ. Вĕренекенсене пĕлỹ панипе çеç мар-çке, вĕсен тавра курăмне ỹстермелле, пурнăç çине пăхма вĕрентмелле... Пирĕнех кашни ачан интересĕсене, шалта пытаннă пултарулăхне тупма пĕлмелле, вĕсене аталантарма пулăшмалла. Класс тулашĕнче ĕçлекенсем хушшинче республика шайĕнче "Çынна тивĕçлĕ воспитани пар" конкурс иртнине пĕлсенех унта хутшăнтăм. Пĕрремĕш тапхăрĕнче портфолио хатĕрлерĕм. Унта чи малтанах вожатăйăн ĕçне çырса кăтартрăм. Хамăн ĕçе мĕнле йĕркеленине, ачасене ытларах патриотла воспитани панине, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен аталантарнине, экологи тата сывлăха упрас, санитарипе гигиена пĕлĕвĕ парас тĕллевпе мĕнле мероприятисем йĕркеленине, шкулăн, вĕренекенсен класс тулашĕнчи ỹсĕмĕсене палăртрăм. Калас пулать, çитĕнỹсем çук мар пирĕн. Чи малтанах "Орленок" ача-пăча организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштартăм. Актив членĕсем пулнă Таня Федорова, Марина Кожевникова, Даша Васильева паян та организацин ĕçĕпе интересленеççĕ. Хăйсен вăхăтĕнче вĕсем активлăхĕпе тĕлĕнтеретчĕç. Хальхи вăхăтра организацине Иван Федоров ертсе пырать. Вĕренекенсен пурнăçĕ пĕр евĕрлĕ ан ирттĕр тесе сахал мар тăрăшатпăр. Акă, шкулти хаваслисемпе тавçăруллисен "Дело в шляпе" клубĕ районта çеç мар, республикăра та палăрчĕ. Çавăн пекех эпир республикăри "Йывăç ларт" акцире пĕрремĕш вырăн çĕнсе илтĕмĕр. Иртнĕ çул Вĕрентỹ министерстви йĕркеленĕ Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалласа çырнă сочиненисемпе Елена Зайцева, Иван Федоров призлă вырăнсене йышăнчĕç. Çуллахи вăхăтра шкулти "Факел" сыватупа кану лагерĕ районта иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Т.Зайцева воспитателĕн тỹпи пысăккине палăртмасăр иртме çук кунта. Лагерь каникул вăхăтĕнчи ĕçсене йĕркелессипе инноваци проекчĕ хатĕрлесе районти конкурсра иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Çавăн пекех учительсем хăйсен опычĕпе ыттисене паллаштарса хаçатсемпе журналсенче статьясем пичетлеççĕ. Чăваш халăхĕн паллă просветителĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул тултарнине халалласа истори вĕрентекенĕ А.Сусметов "Первый ученик Патриарха" кĕнеке кăларчĕ. Унта ытти вĕрентекенсен тỹпи те пысăк. Кашни çулах шкулта "Салтак юррисен" фестивалĕ иртет. Ю.Григорьев воин-афганеца асăнса йĕркелекен мини-футбол вăййине районти шкулсем чылаййăн хутшăнаççĕ. Ăна ирттерме Л.Григорьев спонсор пулăшăвĕ панине ырламасăр иртме çук. "Çынна тивĕçлĕ воспитани пар" конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕнче çĕнтерсе иккĕмĕшне хутшăнтăм. Шупашкарта чи малтанах хампа паллаштармалла пулчĕ. Пушă вăхăт çукпа пĕрех, тупăнсан унпа перекетлĕ усă курма тăрăшатăп. Юрлама, ташлама юрататăп. Шкул пурнăçĕпе кăна мар, ялта ирттерекен мероприятисенчен те пăрăнмастăп. Кавалти спортзалра волейболла выляма кăмăллатăп. Çыхасси те илĕртет. Шкулти воспитани ыйтăвне çутатса "Эпир тĕрлĕрен, çапах эпир пĕрле" проект çырса хатĕрлерĕм. Жюри членĕсем интересленсе паллашрĕç унпа. Юлашкинчен педагогика ĕçĕнче сиксе тухакан лару-тăрупа паллаштармалла пулчĕ. Акă, республикăри конкурс хыçра _ эпĕ иккĕмĕш призер. Хула шкулĕсенчи аслă вожатăйсенчен нихăш енĕпе те кая мар эпир, ялтисем. Хамăр профессипе юратса ĕçлетпĕр. Паян ăна кăтартма пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ачасене вĕрентсе калани питех кирлĕ мар, вĕсене хăвăн тĕслĕх кăтартмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика