Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекен, яту сан сумлă...

30 января 2010 г.

Вĕрентекен, яту сан сумлă... Вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ, кăçал Раççейре те, республикăра та Вĕрентекен çулталăкĕ иртет. Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта районта Вĕрентекен çулталăкĕ уçăлнине паллă турĕç. Уява иртнĕ çул районта уçăлнă пĕртен-пĕр çĕнĕ шкулта йĕркелени ыт ахальтен мар, паллах. Хăнасем шкулпа тĕплĕн паллашрĕç. Фойере тĕрлĕ выставкăсем йĕркеленĕ. Патреккел шкулĕ пек илемлĕ те çутă, хальхи технологисемпе туса лартнă пĕлỹ çурчĕ районта урăх çук. Хăйсене халалланă çулталăк уявне кашни шкултан йышлăн килнĕ. Вĕсем чи малтанах "Илем" ача сачĕпе паллашрĕç. Тин çеç тĕплĕ юсав ĕçĕсем хыççăн уçăлнă ача садне кĕрсен чун хăпартланса каять, ытла та хитре, илемлĕ пỹлĕмсем, стенасем епле капăр тата. Кунта çỹрекен 58 ачан пит-куçĕсем çуталаççĕ, хăтлăхра кун ирттереççĕ вĕсем. Воспитателĕсем те пĕринчен тепри опытлă. Районти ĕçтешĕсем Патреккелсенчен вĕренмелли чылаййине палăртрĕç. Унтан учительсем ялти тĕслĕх клубне те кĕрсе курчĕç. Ăна та иртнĕ çул çĕнетсе илемлетнĕ, ял çыннисен пушă вăхăта усăллă ирттерме мĕнпур майсем пур унта. Экскурсинче пулнă хыççăн педагогсем çавра сĕтел хушшине пуçтарăнчĕç. Тăватă тĕрлĕ секци ĕçлерĕ. Районти тăрăшуллă педагогсем ĕçтешĕсене хăйсен опычĕсемпе паллаштарчĕç. Шкулăн акт залне учительсем йышлăн пуçтарăннă. Сцена çине чи малтанах Патреккелте пуçламăш классенче вĕренекенсем тухрĕç. Вĕрентекен ячĕпе янăракан сăвăсене итлесен кашни педагогăн чĕри тухса тарасла тапрĕ пулинех. Епле илемлĕ те чĕрене витермелле вулаççĕ вĕсем учителе халалланă сăвăсене. Район пуçлăхĕ Н. Миллин вĕрентекенсене уяв ячĕпе саламланă май, районта Вĕрентекен çулталăкĕ уçăлнине пĕлтерчĕ. Унтан вăл вĕрентекен профессийĕ ĕмĕртен сумлă та хисеплĕ пулнине, воспитани ĕçĕнче яланах ырă йĕр хăварнине палăртрĕ. Чăн та, районта харсăр та маттур педагогсем сахал мар, вĕсем çулран-çул çĕршыври, республикăри конкурссенче палăраççĕ, ачасемшĕн чунĕсене параççĕ. Район вĕсемпе тивĕçлипе мухтанать. Николай Петрович кăçал чи лайăх тăватă учителе ятран (5-шер пин) преми парса хавхалантарассине пĕлтерчĕ. Çакна палăртма та кăмăллă, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чувашсетьгаз" ОАО генеральнăй директорĕ К. Мифтахутдинов та районти чи лайăх пилĕк учителе ятран преми пама палăртнă. Район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый юлашки çулсенче шкулсен сăн-сăпачĕ çĕнелсе улшăннине, çĕнĕ технологисемпе, оборудованисемпе пуянланнă май учительсен кулленхи ответлăха ỹстермеллине, çĕршыври, республикăри, районти конкурссемпе фестивальсене, тĕрлĕ проектсене ытларах хутшăнмаллине палăртрĕ. Çавăн пекех учительсене ĕçре хавхалантаракансене "Чи лайăх меценат" ятсем кĕтнине пĕлтерчĕ. Пухăннисене пысăк уявпа Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, 2009 çулта республикăра иртнĕ ĕç династийĕсен конкурсĕн 2-мĕш призерĕ Н.Кириллов ветеран, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ, Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорĕн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Р.Федорова саламларĕç. Кирек мĕнле уявра та хăйсен тивĕçне çỹлти шайра, чунтан туса пыракансене чысласси ырă йăлара. Вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче палăрнă йышлă ушкăна хальхинче те Хисеп грамотисемпе, чĕрĕ чечексемпе чысларĕç. Чăваш Республикин Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисене Кивĕ Эйпеçри тĕп шкулти математика учителĕ Г.Иванова тата Патреккелти тĕп шкулти директорăн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Т.Скворцова тивĕçрĕç. Çуткỹлти тĕп шкулти акăлчан чĕлхине вĕрентекен Л.Викторовăна, Кушкăри вăтам шкулти пуçламăш классен учительницине Ф.Салахутдиновăна Елчĕк район пуçлăхĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç. Район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотисене тивĕçнисем йышĕнче: С.Арефьева (Лаш Таяпа), В.Максимова (Çуткỹл), Т.Лапшина (Елчĕк), Н.Сапожникова (Энтепе), В.Стекольникова (Чăваш Тăрăм), Пĕтĕм Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăннă, "Манăн чи лайăх урок" конкурс финалисчĕ Т.Сусметова (Кивĕ Эйпеç) тата "Историри çын. 20-мĕш ĕмĕр" ĕçпе конкурса хутшăннă Н.Васильева (Çирĕклĕ Шăхаль). Çакна палăртма кăмăллă: çулталăка халалласа районта учительсен гимнне çырас енĕпе конкурс ирттернĕ. Чылай-йăн хутшăннă унта. Хастаррисен ретне Тăрăмри Л.Енедеровăпа В.Захаров кĕнĕ. Çĕнтерỹçĕсем _ Патреккелсем. Г.Енейкина сăввипе Г.Борисов кĕвĕленĕ учительсен "Сỹнми хĕлхем" мухтав юррине Патреккелти халăх хорĕ шăрантарчĕ. Авторсем, паллах, Хисеп хутне тата парнесене тивĕçрĕç. Хаваслă уяв концертне Патреккел халăх хорĕ, уйрăм артистсем, "Алмаккай" фольклор ушкăнĕ тата Елчĕкри искусство шкулĕн ташăçисем илем, чĕрĕлĕх кĕртрĕç. Вĕрентекен çулталăкĕ старт илчĕ. Апла пулсан учительсене çанă тавăрса ĕçлеме вăй-хал, ăсталăх, чăтăмлăх, сывлăх, çĕнĕ çитĕнỹсем сунатпăр. Кăçал вĕрентекен ят-сумĕ тата хăпарасса, унăн статусĕ çĕкленессе шанас килет. Мĕншĕн тесен районта "Вĕрентỹ" наци проекчĕ пурнăçа анлă кĕрсе пырать. 22 шкулти 320 вĕрентекен 2804 ачана пĕлỹ тĕнчипе паллаштарать. Районти 20 вĕрентекен РФ Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ, Раççей, республика шайĕнчи конкурссен çĕнтерỹçисем, патшалăх е отрасль наградисене тивĕçнисем вуншарăн. Пĕлỹпе воспитани парас ĕçе суйланă çыншăн хăйне çулсем иртсен те асра тытнинчен, хисепленинчен пысăк награда çук та пулĕ. Ял çинче çĕре çити пуç тайса тав тăвакан учительсем çинчен вара эпир хамăр хаçатра çутатсах тăрăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика