Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă Елчĕк шкулĕ çĕнтернĕ

27 января 2010 г.

Аслă Елчĕкре районти шкулсенчи вăтам ушкăнри вĕренекенсем хушшинче "Ылтăн шайба" клуб парнисене çĕнсе илессишĕн хоккей ăмăртăвĕ пулса иртнĕ. Кунта пурĕ виçĕ команда _ Елчĕкри тата Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам тата Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул командисем хутшăннă. Малтанхи вăйăра Аслă Елчĕксемпе Патреккелсем тупăшнă, Аслă Елчĕксем Патреккелсенчен 5:1 шутпа выляса илнĕ. Иккĕмĕш вăйăра Патреккелсем Елчĕксене 3:2 шутпа çĕнтернĕ. Унтан Аслă Елчĕк шкулĕн команди Елчĕкри вăтам шкулти çамрăк хоккеистсене 7:0 шутпа парăнтарнă. Турнирта Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул команди çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Çĕнтерỹçĕсемпе вăйăра палăрнă вĕренекенсене район пуçлăхĕн çумĕ _ район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый спортри ỹсĕмсемшĕн тав тунă. Елчĕк районĕн пĕрлештернĕ хоккей команди республикăри ăмăртăва хутшăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика