Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ваттисене хисепленĕрен ырă кураççĕ

27 января 2010 г.

Ваттисене хисепленĕрен ырă кураççĕ Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Воробьев ирĕк панипе Пикшик ялĕн хуçалăх кĕнекипе паллашрăмăр. Хальхи вăхăтра кунти 19 хуçалăхра 55 çын пурăннине шута илнĕ. Пĕчĕк ялăн малашлăхĕ иккĕленỹллĕ. Мĕншĕн тесен кунта çамрăксем пурăнманпа пĕрех, ĕç вырăнĕ тупма çуккине кура вĕсем ирĕксĕрех укçа ĕçлесе илме тĕрлĕ регионсене туха-туха каяççĕ. Нимĕн те тума çук, юлашки тапхăрта пурнăç çапла улшăнса кайрĕ те... Пикшик тутарĕсем чăвашсемпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Сумлă çынна Алимзян Палеева мулла пулма суйланă вĕсем. Сиразейтдин Яраханов ялти ветерансен канашĕн ертỹçи. Пархатарлă ĕçпе тата кăмăл-туйăмпа, тăрăшулăхпа ял-йыш хисепне тивĕçлĕ пулнă ытти çынсем пирки палăртса калама та кăмăллă. Чылай вăхăт "Слава" хуçалăхра тĕп зоотехникра тăрăшнă Дамир Мезитов, Патăрьел лесничествинче лесник пулса ĕçлекен Рустем Багаутдинов, Зуфар Юсупов фермер, Минзаид Чепелев, Расых Багаутдинов, Расых Валеев, Ильсур Сабитов çемйисем пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсен ачисем те ашшĕ-амăшĕн ырă ятне çĕре ỹкермеççĕ. Тутарсем _ тараватлă çынсем. Çурта çын килсен вĕсем вĕри чейпе, хăйсен техĕмлĕ наци апат-çимĕçĕпе сăйламасăр нихăçан та кăларса ямаççĕ. Чустаран хатĕрленĕ губадия, ĕç пăçмак, кăш-тĕлĕ, бармак, катлапчык ятлă блюдăсене халиччен урăх ниçта та мар, Пикшикре анчах астивсе курнă. Кунта эпĕ Минзаид Чепелев çемйине лайăх пĕлетĕп. Тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, ĕçчен çынсем вĕсем. Çак туслă, йышлă çемьепе мана Минзаидăн амăшĕпе пĕр тăван аппăшĕ Гльшат аппа, район хаçачĕн хастар обществăлла корреспонденчĕ пулнăскер, нумай çул каяллах паллаштарнă. Çавăнтан пуçласа Чепелевсем маншăн тăван пекех çывăх, хаклă. Шел, икĕ çул каялла Гльшат аппа йывăр чирне çĕнтереймесĕр пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Мĕн тери иксĕлми вăй-халлă, пурнăçа юратакан çынччĕ хăй. Йывăр тăпри çăмăл пултăр унăн. Минехаят аппа хăйĕн пĕртен-пĕр ывăлне Минзаида тĕрĕс воспитани парса ỹстернĕ, çавăнпа вăл ырă çын пулса çитĕннĕ. Ашшĕсĕр ỹснĕ арçын ачашăн амăшĕпе Гльшат аппăшĕ _ чи çывăх çынсем. Пурнăçа ăнланса тĕрĕс пĕтĕмлетỹсем тума та вĕсемех хăнăхтарнă, вĕрентнĕ-çке ăна. Çамрăкрах чухне, тен, арçын çакăн пирки тĕплĕн шутламан та пулĕ. Виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ, кукашшĕ пулса мăнукне утьăкка сиктерекен ултă теçетке çула хыçа хăварнă Минзаидăн амăшĕпе аппăшĕ хăйĕн пĕтĕм пурнăçĕ пулнине халĕ вăл ăнланать, тивĕçлипе хаклать.. Минзаид Чепелевăн ỹкĕнсе аса илмелли те çук. Мĕншĕн тесен амăшĕпе аппăшне Гельзифа мăшăрĕпе чун-чĕререн хисеплесе пурăннă, вĕсен сăмахне итленĕ, шута хунă, хăйсен виçĕ ачине те мĕн пĕчĕкрен ваттисене хисеплеме вĕрентсе ỹстернĕ. Ватăсем кинне сăпайлă та ĕçчен, таса та тирпейлĕ пулнăшăн, çын кăмăлне каймалла калаçма, сăмах пуçарма пĕлнĕшĕн юратнă. Вĕсен çемйинче нихăçан та ватăсемпе çамрăксем пĕр-пĕрне ăнланманни пулман. Тепĕр чухне кăмăла тивĕçтермен сăлтав тупăннă пулсан та вĕсем хăйсен хушшинчи ыйтусене вăрçăнмасăр татса панă, ваттисен сăмахĕсене яланах малти вырăна хунă. Çакна нумайранпа Чепелевсемпе çывăх хутшăнса пурăнакан Мезитовсем те çирĕплетсех калаççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ Рахиля ялти çак туслă çемье пирки уйрăмах ăшшăн каласа кăтартать. _ Ваттисен пехилне асра тытса ачасен телейĕшĕн пурăнатпăр. Кашни ашшĕ-амăшĕ хăй пурнăç панă тĕпренчĕкĕн ырлăхне курасшăн,_ тет Гельзифа. Хальхи вăхăтра Чепелевсем килте хăйсем анчах пурăнаççĕ. Зульфия хĕрĕ çемьеллĕ ĕнтĕ, вĕсем Пăва хулинче тĕпленнĕ. Ывăлĕсем иккĕшĕ те Пăвари ветеринари техникумĕнчен вĕренсе алла специальноç илнĕ. Рашидăн малалла вĕренес туртăмĕ пысăк пулнăранах техникум хыççăн Хусанти юридика институчĕн Пăвари филиалне кайса кĕнĕ, халĕ тăваттăмĕш курсра вĕренет. Марат _ ĕçлет, Пăва хулинче хăй тĕллĕн çурт хăпартса лартма ĕмĕтленет. Ялта пурăнакан тивĕçлĕ канури ашшĕпе амăшĕ вара хăйсем пекех ĕçчен те пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ ачисене пур енлĕн пулăшма, хавхалантарма тăрăшаççĕ. Ахальтен мар хĕлĕн-çăвĕн йышлă выльăх-чĕрлĕх усраса нушаланман та пулĕччĕç вĕсем. Иртнĕ çулсенче сăвакан икĕ ĕне те тытнă-ха. Хальхи вăхăтра ĕни пĕрре анчах, ун вырăнне кĕçех пăруламалли тына пăру çитĕнет. Пурĕ сакăр чун сурăх, çуллахи вăхăтра ушкăн хур-кăвакал, чăх-чĕп усраççĕ. Чепелевсен хăйсен лаши пур. Кил хуçи чĕлхесĕр янаварне чи пысăк пуянлăхĕ вырăнне хурать. Минзаидшăн вăл юлташ пекех, вăл унăн шанчăкĕ те , тĕрекĕ те. Канмалли кунсемпе пысăк уявсенче туслă çемьере пурте пĕрле пуçтарăнасси йăлана кĕнĕ. Ачисем ашшĕпе амăшне яланах куç тĕлне тăваççĕ, чун-чĕререн хисеплеççĕ. Ашшĕпе амăшĕшĕн çакăнтан хакли урăх мĕн пултăр? Минзаидпа Гельзифана ваттисене хисеплесе пурăннăшăн шăпа çапла пỹрнĕ, халĕ вĕсем хăйсен ачисенчен ыр кураççĕ...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика