23 января 2010 г.
Хальхи вăхăтра сĕтĕн сутлăх хакĕ, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, пысăкрах. Продукцие ĕçлесе хатĕрлекен предприятисем кăрлач уйăхĕнче унăн 1 килограмне 12,3 тенкĕпе туяннă, иртнĕ çулхи çак вăхăтра сĕт хакĕ 8,6 тенкĕ пулнă. Акционерсен "Прогресс" обществи, "Комбайн" ЯХПК, "Яманчурино", "Победа" ОООсем чылайранпа ăна Шупашкарти сĕт-çу заводне ăсатаççĕ, кунта продукцин хакне те тивĕçлипе палăртаççĕ_ сĕтри çу, белок хисепне кура хак тата ỹсет. Зачет виçине куçарсан 1 килограмм сĕт 14-15 тенкĕрен кая мар. Çапла майпа акционерсен "Прогресс" обществин кассине пĕр уйăхра сĕт сутнинчен 3 миллион тенкĕ, "Комбайн" ЯХПКна 1 миллион та 700 пин тенкĕ, "Победа" ОООна 1 миллион тенкĕ, "Яманчурино" ОООна 850 пин тенкĕ укçа пырса кĕрет. Елчĕкри сыр завочĕ зачет виçине куçарса сĕтшĕн палăртакан хак та йỹнĕ мар_ 12,5 тенкĕ. Анчах финанс кризисĕн тапхăрĕнчи йывăрлăхсене пула завод сĕт паракансене укçа тỹлейменнине пула районти тавар туса кăларакансем продукцие кунта леçме тăхтаса тăраççĕ. Çав вăхăтрах ял хуçалăх предприятийĕсем посредниксемпе çыхланса та нумай укçа-тенке çухатаççĕ. Вĕсем, продукцие ĕçлесе хатĕрлекен предприятисем пек, базис норминчен иртнĕ белок, çу хисепĕшĕн те хушса тỹлемеççĕ. Маларах палăртса каланă ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх-чĕрлĕх отраслĕ кирлĕ шайра аталанса пырать. Апла пулсан, унта сутлăх продукци нумай, укçа-тенкĕ те ытларах пырса кĕрет. Вĕсенче шăпах пĕтĕмĕшле укçа-тенкĕн 80-90 проценчĕ выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене сутнипе пулса пырать. Иртнĕ çул тырăпа çĕрулми, пахча çимĕç хакĕсем йỹнĕ пулнине кура ял хуçалăх предприятийĕсем малтан шутланă чухлĕ тупăш илеймерĕç. Çавна май хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх отрасльне пур енлĕн аталантармалла, пахалăхлă продукци туса илессине ỹстермелле.