Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул таса пулни кăмăллă

20 января 2010 г.

Çул таса пулни кăмăллă Куллен çĕршер çын тухать çула: шĕкĕр хулана _ Шупашкара, ытти хуласемпе ялсене çитмелле. Пĕлтĕрхи раштав, кăçалхи кăрлач уйăхĕсенче çут çанталăк пире "кỹрентермерĕ" _ шурă юрĕ тăкăнчĕ те тăкăнчĕ. Çул-йĕре пăхса тăракансен ĕçĕ те кăткăсланчĕ _ кашни кунах çула тасатса тăмалла. Йывăрлăхсем пирки калаçу пуçартăмăр та "Чувашавтодор" ОАОн Канашри территори-производство управленийĕн Елчĕкри прораб участокĕн прорабĕпе Г.Г.Зайцевпа. _ Çул-йĕре пăхса тăракансен нихăçан та пушă вăхăт çук. Çулла çул çинчи шăтăксене сапламалла, юсав ĕçĕсене ирттермелле, çул хĕррисенчи çум курăкĕсене çулмалла, тасатмалла. Хĕлле те канăç çук: çула тухакансемшĕн ăнăçу пултăр тесе тăрăшатпăр. _ Геннадий Григорьевич, çул-йĕре пăхса тăракансемшĕн канăç çукки, маларах палăртрăр, пуриншĕн те паллă. Çапах та, ăçта тăрăшатăр эсир? _ Пирĕн ĕç-хĕл паллă. Хăть те мĕнле юр çусан та Елчĕк _ Комсомольски çул таса пулнине пассажирсем асăрханă пулĕ. Унсăр пуçне Тутарстанри Пăва енчен килекен çулшăн та эпир яваплă. Урăхла каласан, республика шайĕнчи 49 çухрăм, çавăн пекех Лаш Таяпа _ Яманчỹрел, Адиково, Сăрьелпе Кушкă, Питтĕпел, Кивĕ Эйпеç ялĕсене çыхăнтаракан çулсене таса тытса тăрассипе (пурĕ 39 çухрăм) те пирĕн прораб участокĕ тăрăшать. _ Кăçал юр нумай çурĕ. Хăвăр вăйпа çулсене тасатма май тупрăр-и? _ Прораб участокĕн вăй-хал пур. Акă, куллен 2 автогрейдер çула тухать. Вĕсене Эдуард Павловпа Юрий Шашков йĕркеллĕ тытса пыраççĕ. "К-701" погрузчик та пысăк пулăшу парать _ Аркадий Щипцов яланах çул çинче. Унсăр пуçне, эпир тасатнă хыççăн çул айккине пухăннă юр куписене те пĕтерме тăрăшатпăр _ çакăнта хамăр вăйпа ăсталанă агрегат та пулăшать. Т-150 тракторпа ĕçлекен Николай Иванов та ырă ята тивĕç. Çула тасатнă хыççăн аварисем пуласран сыхланса хăйăр сапассине те йĕркеленĕ. Кунта ятарласа хатĕрленĕ машина ĕçлет. Юрий Иванов водитель хăйĕн ĕçне туллин пурнăçласа пырать. _ Çулсăр пуçне сирĕн ытти сооруженисем те пур. Сăмахран, кĕперсем... _ Эпир пăхса тăракан çулсем çинче 5 кĕпер вырнаçнă. Вĕсене яланах тимлĕх уйăратпăр. Çуллахи вăхăтра патшалăх требованийĕсемпе килĕшỹллĕн сăрлатпăр. Хĕлле те кĕперсем пирки манса каймастпăр _ юртан тасатсах тăратпăр. Кунта Геннадий Шашков, Анатолий Муллин, Александр Горшков рабочисем ăнăçлă ĕçлеççĕ. _ Çапах та, Геннадий Григорьевич, йывăр вăхăтсем пулаççех. Кунта айккинчен пулăшу пур-и? _ Тĕрĕс, пурнăçра йывăрлăх пулатех. Акă, кăçал, юр нумай çунă вăхăтра Канашри территори-производство управленийĕнчен ытти техникăна явăçтарма тиврĕ. Йывăр вăхăтра ирхине ирех 2-3 сехетре яланах çул çинче пирĕн ĕçлекенсем. Б.Чуманов мастер хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçлать. Елчĕкрен ытти хуласемпе ялсене çула тухакансем пирĕн ĕçе хурламаççĕ пулĕ тесе шутлатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика