Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черкки пĕчĕккĕ те...

20 января 2010 г.

 Алкоголизмпа чирлисен йышĕ çулсеренех ỹссе пырать. Тĕрĕссипе, ĕçкĕ шайне çитнĕ этем эрех-сăрасăр пурăнма та пултараймасть, çав вăхăтрах хăйĕн çывăх çынни ăна хăрушă инкекрен хăтарма тăрăшнине йышăнмасть, сывлăхпа мĕн пулса иртнине хаклаймасть. Çавăнпа пĕрле эрехпе иртĕхни ĕçекен çыннăн сывлăхне кăна мар, ыттисен _ ачисен, арăмĕн е упăшкин, тус-юлташĕсен сывлăхне те сиен кỹрет. Çавăнпа та пирĕн, тухтăрсен, эрех-сăра сиенĕ çинчен тăтăш аса илтерме тивет. Ан манăр: алкоголе пула пур орган та сиенленет. Чи малтан _ пĕвер. Пĕвер циррозĕ_ 25 çултан пуçласа 64 çула çитичченхи çынсем вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнин 5 сăлтавĕнчен пĕри. Ĕçекенсем чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн чирĕсемпе ĕçменнисемпе танлаштарсан 3,5 хут ытларах чирлеççĕ. Миокард инфаркчĕ вĕсен анлăрах, йывăртарах пулнине тахçанах çирĕплетнĕ. Çакна пулах 30-40 çулсенчи çынсен пурнăçĕ те тăтăшах татăлать. Алкоголь шĕвекĕсем пуç мимине те сиенлеççĕ. Çыннăн хăйне йĕркеллĕ тытассине асăрхаса тăракан центрĕсен витĕмĕ чакать, чи сĕмсĕр те килпетсĕр шухăш-кăмăл инстинкт шайĕнчех вăй илет. Унсăр пуçне, алкогольпе наркăмăшланнă çын хăйне эрех-сăрасăр хăварнă тапхăрта ăс-тăн пăтранăвĕпе асапланма пуçлать, ăна тытамак тытса пăрахма пултарать. Ĕçкĕллĕ çыннăн хромосомĕсем сиенленеççĕ. Çав сăлтава пула ачисем те сусăр çуралаççĕ. Алкоголь чирĕнчен те, паллах, çăлăнма пулать. Пĕтĕмпех çынран хăйĕнчен килет. Алла черкке тытиччен унăн яланах хăйне чарса, тĕрĕслесе тăмалла. Асăннă чир тытăмĕнчен хăтăлмалли чи тĕрĕс те пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр вăл _ эрех-сăра таврашне пачах ĕçме пăрахни. Çывăх çыннăрсем эрех-сăрапа туслашма пуçланине курсан вăхăта вăраха ямасăр нарколог пỹлĕмне васкамалла. Çийĕнчех сипленме пуçласан урă пурнăç ытамне таврăнатăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика