Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Архив ĕçĕ пĕлтерĕшлĕ

20 января 2010 г.

 Паян пирĕн редакцинче _ "Чăваш Республикин паянхи историйĕн патшалăх архивĕ" республикăри патшалăх учрежденийĕн директорĕ Людмила Васильевна Устимова. Унпа эпир архив фончĕн докуменчĕсене сыхласа хăварас ыйтусемпе калаçу пуçартăмăр. _ Людмила Васильевна, калăр-ха тархасшăн, мĕн вăл архив? _ Архив, тĕрĕссипе палăртсан, "истори пуянлăхĕ". Унта пирĕн пурнăçăн, пулăмсен енчĕкĕ сыхланать. Чăваш Республикин архивĕсен тытăмне хальхи вăхăтра патшалахăн 4 тата муниципалитетсен 25 архивĕ кĕрет. _ Халĕ пире куллен хумхантаракан пĕр ыйту пур _ пенсие валоризацилесси. Кунта, паллах, архивсăр пурнăç çук... _ Пенсие çĕнĕрен шутласа памалли ыйтусемпе яланах архива килме кирлех те мар пулĕ. Çапах та сирĕн ыйтăвăр та пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн патăмăра валоризаци ыйтăвĕсемпе нумай çын килессе кĕтме пулать, мĕншĕн тесен ĕç стажне тата ĕç укçин виçине архив кăтартăвĕсемпе кăна çирĕплетме май пур. Пирĕн архивра "пурнăçран кайнă" 1300 предприятинчи уйрăм çынсен 140 пин докуменчĕ упранать. Çавăн пекех муниципалитет (районсенчи) архивсенче те тĕрлĕ хутсене илме май пур. _ Эсир "уйрăм çынсен докуменчĕсем" тесе палăртрăр. Вăл архив докуменчĕсен уйрăм категорийĕ-и? _ Çапла. Вăл документсем ĕç паракансемпе ĕçлекенсем хушшинчи çыхăнусене палăртаççĕ: ĕçе илнине, урăх ĕçе куçарнине, ĕçрен кăларнине çирĕплетекен приказсем; ĕçлекенсен уйрăм ĕçĕсем; ĕçрен хăтарнă сотрудниксен уйрăм карточкисем; ĕç укçине шутланă ведомоçсем. Урăхла каласан, предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçленĕ çынсен докуменчĕсем. Çакна ĕнентерекен хутсене илме май пулать те пирĕн патран. _ Çапах та, кашни документа илме май пулĕ-ши? _ Пытарма кирлĕ мар, ĕçлеме пăрахнă кашни организацисен докуменчĕсем пирĕн пата пырса кĕмеççĕ. Енчен те организаци тепĕр харпăрлăха куçать пулсан, кирлĕ хутсем унтах упранмалла. Çакă хумхантарать: Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнчи кăтартусем тăрăх, ĕçлеме пăрахнă организацисенчен архива документсене пама васкамаççĕ. Шел пулин те, 2008 çулхи раштав уйăхĕнчи саккунпа килĕшỹллĕн çеç, конкурс управляющийĕсене ĕçлеме пăрахнă организацисен докуменчĕсене архива пама хушса хăварнă. Вăхăчĕ вара çухалнă. _ Çапах та, конкурс управляющийĕн яваплăхĕ кăна пулмалла мар пулĕ. Унчченхи ертỹçĕсенчен те ыйтмалла мар-и? _ Çапла. "Раççей Федерацийĕнчи архив ĕç-хĕлĕ" Саккунĕн 27 статйипе килĕшỹллĕн ĕçлеме пăрахнă организацисен ертỹçисем саккуна пăхăнмаллах. Вĕсене гражданла право, административлă, уголовлă майпа явап тыттарма май пур. Çапах та конкурс управляющийĕсем граждансене хỹтĕлесе документсене архива памаллах пулĕ. Çакна тепĕр хут палăртасшăн: хальхи вăхăтра уйрăм предпринимательсем патĕнче ĕçлекенсем йышлă. Кашни ĕçлекенĕн ĕç кĕнеки пулмалла. Манас мар: ĕç кĕнекинче кăтартнă приказ, бухгалтери докуменчĕсем пулас пенсин виçине палăртаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика