Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Педагогикăри ĕç стажĕ

13 января 2010 г.

 110 çул Тĕмерте çуралса ỹснĕ пĕр тăван Николай, Владимир, Валерий Сапожниковсем виççĕшĕ те вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн педагог профессине суйласа илнĕ, аслă шкулсенчен вĕренсе тухнă. Николай Васильевич 40 çула яхăн Приморье крайĕнчи шкулта учитель, шкул директорĕ пулса ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура, Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнать. Владимир Васильевич Целиноградри педагогика институтĕнче 1968 çулта ĕçлеме пуçланă. 2001 çултанпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика университечĕн кафедра пуçлăхĕ, доцент. Вăл наука енĕпе тата студентсем валли çырнă 5 кĕнеке авторĕ. Валерий Васильевич Сапожникова пирĕн районта кăна мар, республикăра та аван пĕлеççĕ. Аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн вăл та пурнăç çулне педагогика ĕçĕнчен пуçланă. Каярахпа комсомол, совет органĕсенче, 18 çул Чăваш Республикин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕнче ĕçленĕ, халĕ Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕн директорĕ. Пĕр тăван Сапожниковсен вĕрентỹ ĕçĕнчи ĕç стажĕ 110 çултан иртнĕ. Сăн ỹкерчĕкре: Владимир тата Валерий Сапожниковсем. Пирĕн корреспондент вĕсене шăмат кун Тĕмерти шкула уçнăранпа 130 çул çитнине паллă тунă чухне ỹкерсе илнĕ. (Шкул юбилейĕ çинчен çырнă материалпа хаçатăн çитес номерĕнче паллашма пулать). Н.АЛЕКСЕЕВ сăн ỹкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика