26 декабря 2009 г.
Çĕнелсе илемленнĕ çуртра ĕçлес кăмăл иксĕлми. Тăтăшах ял çыннишĕн интереслĕ мероприятисем йĕркелессишĕн ăнтăлатпăр. Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн "Чăваш Республикинчи ялти культура учрежденийĕсене аталантарасси çинчен" Указĕ тухнă хыççăн кăçалхи нарăс уйăхĕн вĕçĕнче культурăпа кану центрĕ тĕрлĕ йышши çĕнĕ оборудованипе пуянланчĕ. Çакă, паллах, кану каçĕсем ирттерме пысăк пулăшу парать. Çĕнĕ çул умĕн хаваслă уявсем нумай иртĕç. Раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче, акă, "Две звезды" шоу ирттересшĕн. Культ-работниксемпе юрлама юратакан мăшăрсем хутшăнĕç унта. Раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов ỹкерме, тĕрлĕ япаласенчен сувенирсем тума ăста, шкул пурнăçĕнче активлă ачасене уяв елкине йыхравлать. Пуçламăш классенче вĕренекенсемшĕн чăн-чăн пысăк праçник пулĕ вăл. Раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче "Çĕнĕ çул каçĕнче" программа та Елчĕксене килĕшессе шанатпăр. Çĕнĕ, халиччен ирттермен уявсене йыхравлатпăр сире. Ăшă та хăтлă керменте савăнăçпа телей çеç çиçет.