Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуртсене юсама пулăшаççĕ

26 декабря 2009 г.

 Раççей Федерацийĕн правительствин 2006 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 313-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн, патшалăх çар хĕсметĕнче тăнă вăхăтра пуçне хунă çар çыннин çемйисен харпăр хăй хуçалăхĕпе пурăнакан çурчĕсене юсама пулăшса укçа-тенкĕ уйăрать. Асăннă пулăшупа çар службинче тăнă вăхăтра вилнĕ çар çыннисен çемйисен членĕсен, 20 е ытларах çул контрактпа çар службинче тăнă, çул çитсен сывлăх япăххине пула запаса тухнă хыççăн вилнĕ граждансен çемйисен усă курма ирĕк пур. Вилнĕ çар çыннисен çемйи йышне çаксем кĕреççĕ: _ тăлăха юлнă арăмсем, енчен те çĕнĕрен мăшăрланман пулсан; _ çула çитмен ачисем; _ 18 çул тултариччен инвалида тухнă, 18 çултан иртнĕ ачисем; _ вĕрентỹ учрежденийĕсенче куçăмлă майпа вĕренекен 23 çула çитмен ачасем; _ çар хĕсметĕнче тăнă вăхăтра пуçне хунă çар çыннин шучĕпе пурăннă çынсем. Çуртне юсас кăмăллă вилнĕ çар çыннисен çемйисене Федераци бюджетĕнчен уйăракан тĕллевлĕ укçана 10 çулта пĕр хут параççĕ. Паянхи кун пирĕн республикăра пĕр тăваткал метр пурăнакан çурта юсама 5200,9 тенкĕ уйăраççĕ. Çакна асăрхаттаратпăр: маларах асăннă укçа-тенкĕ патшалăхăн тата муниципалитетăн, çавăн пекех харпăрлăха илнĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен çемйисене тивĕçмест. Çуртра юсав ĕçĕсем ирттерме укçа-тенкĕ илес тесен Елчĕк районĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан пая çак документсене тăратмалла: _ заявлени; _ çурт харпăрлăхра пулнине çирĕплетекен документсен копийĕсем; _ çуртăн техника паспорчĕн копийĕ; _ тăрантарса усракан çар çыннин çемйин членĕ пулнине çирĕплетекен справка; _ çемье членĕн докуменчĕсем: а) 18 çултан аслă ачан инвалид пулнине çирĕплетекен докуменчĕ; б) 23 çул тултарнă çамрăксем вĕреннине çирĕплетекен документ; в) хуçалăх кĕнекинчен çырса илни. Кăсăклантаракан ыйтусемпе районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пая çак адреспа пымалла: Елчĕк ялĕ, Иванов урамĕ, 16-мĕш çурт, 7-мĕш кабинет. 2-55-70 номерлĕ телефонпа та шăнкăравлама пултаратăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика