23 декабря 2009 г.
Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă "Чăваш Ен: пуласлăхра тата пуласлăх валли" Çырăвĕпе район ĕçченĕсем тĕплĕн паллашрĕç пулĕ. Унта Президент республикăра пурăнакан çын хăй хыççăн мĕн чухлĕ çỹп-çап хăварни пирки шухăшласа пăхнă-и эсир? _ тесех ыйтрĕ. Чăннипех те пурăнакан вырăна тирпейлĕ тытасси хамăртан килет вĕт. Анчах пурте тасалăхшăн тăрăшатпăр-и-ха? Районти ял тăрăхĕсен администрацийĕсем ял тăрăхĕсен депутачĕсен пухăвĕсенче ялсен территорийĕсене санитари енчен тасатас схемăна тата тирпей-илем правилисен требованийĕсене çирĕплетнĕ. Ял тăрăхĕсенче ку тĕлĕшпе ятарлă комиссисем туса хунă. Правилăсене пăхăнман 75 çынна (ял инфраструктурисен ертỹçисемпе уйрăм çуртпа пурăнакансем) административлă майпа айăпланă. Тата 40 ĕçе çывăх вăхăтра тишкеретпĕр. Елчĕк, Аслă Елчĕк, Курнавăш ял тăрăхĕсем тирпей-илемшĕн çине тăрса ĕçлеççĕ. Кунта çанталăк условийĕсене пăхмасăр çỹп-çапа ятарлă свалкăна леçессине йĕркеленĕ. Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсенче хытă каяшсем ăçта килнĕ унта выртса ан çỹреччĕр _ вĕсене пуçтарса пĕр çĕре хурассине йĕркелемелле, çийĕнчех свалкăна кайса тăкмалла. Уявра хамăр çеç илемлĕ пулар мар, пурăнакан вырăн та таса пултăр, урамри илем пурне те савăнăç кỹтĕр.