23 декабря 2009 г.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне малалла аталантарассин ыйтăвĕсене тишкерсе хак парас тĕллевпе иртнĕ кунсенче районти семинар-канашлу пулса иртнĕ. Унăн ĕçне ял хуçалăх предприятийĕсенчи зооветспециалистсемпе фермăсен заведующийĕсем хутшăннă. Семинар-канашлури тĕп ыйту выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕн 11 уйăхри кăтартăвĕсене тата малашнехи тĕллевсем çинчен сỹтсе явасси пулнă. Пухăннисене çак тапхăрти ĕç кăтартăвĕсемпе район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ В.Васильева паллаштарнă. Тĕп зоотехник уйрăмах çулталăк пуçламăшĕнче аш-какай сутассипе ума илнĕ тĕллеве мĕнле пурнăçлани çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Продукци туса илессине чи çỹлти шая çитерес тесен, специалист шучĕпе, малашне выльăхсен хисепне пĕтĕм енлĕн ỹстерсе пымалла. Семинар-канашлăва шăпах выльăх-чĕрлĕх отрасльне ертсе пыракансем хутшăннипе усă курса сăвакан ĕнесен хальхи тапхăрти рационне те тĕплĕн тишкернĕ. В.Васильева палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче пуринче те, "Яманчурино" ОООсăр пуçне, сăвакан ĕнесен рационĕнче сахăрпа протеин шайлашăвĕ кирлĕ пек мар. Хăшпĕр хуçалăхсенче сахăр хисепĕ кирлинчен 30 процент анчах тивĕçет, çав вăхăтрах протенин _ нумай. Çакăн пек чухне тырă нумай çитернинчен усси сахал. Зооветспециалистсем вĕрентнине тĕпе хурас пулсан чи малтан, рациона сахăрпа пуянлатмалла. "Яманчурино" ОООра сăвакан ĕнесен кулленхи рацонне йĕркеленĕ чухне çак нормăсене çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра районти пĕртен пĕр фермăра _ Яманчỹрелĕнче сăвакан ĕнесене кашни кунхи рационра 1 килограмм чухлĕ патока _ сахăр каяшĕ параççĕ. Ăна пур хуçалăх та туянма пултарать, вăл пулмасан кулленхи рациона минераллă хутăш _ фелуцен кĕртмелле. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти станцийĕн начальникĕ А.Скворцов фермăсенче хальхи вăхăтра тĕл пулакан ыйтусем, çитес çул валли сĕте реализацилеме деклараци илме вăхăт çитни çинчен, лаборатори заведующийĕ О.Мудрецова вырăнти лабораторире сĕт пахалăхне тĕрĕсленин кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. "Яманчурино" ОООри ĕне ферминчи ĕç кăтартăвĕсемпе тата унта выльăхсене мĕнле рационпа тăрантарни çинчен Александр Волков тĕп зоотехник каласа кăтартнă. "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Юрий Архипов ветеринар сысна ферминчи паха ĕç опычĕпе паллаштарнă. "Рассветра" сыснасене çăвăрлаттарассине тапхăрпа йĕркеленĕ. Кашни çăвăрлакан ама 8-9 çураран кая мар ỹстерет. Комбикормпа тăрантарнине пула сыснасем кĕске вăхăтрах самăр ỹссе çитĕнеççĕ, 5-6 уйăхран вĕсене какая ăсатаççĕ. Фермăри ĕç кал-кал, ăнса пыни вара кунта ĕçлекенсенчен те нумай килет.