23 декабря 2009 г.
Паянхи кун тĕлне районта 23 пушар пулнине регистрациленĕ, вĕсен тăкакĕ 388 пин тенкĕпе танлашнă. Пĕлтĕр çак вăхăтра 26 пушар тухнă, тăкакĕ 630 пин тенкĕ пулнă. Пушарсем ытларах уйрăм хуçалăхсенче тухнă. Часах Çĕнĕ çул уявĕ çитĕ. Кашни çемьере вăл савăнăçлă, кĕтнĕ кун. Анчах шăп уявра пушар тухас хăрушлăх калама çук пысăк, мĕншĕн тесен çак кун килте гирляндăсем çакатпăр, çуртасем, бенгали çутисем çутатпăр. Кашни организаципе предприятире Çĕнĕ çул уявне ирттересси йăлара. Ку чухне пушартан сыхланмалли йĕркесене çирĕп пăхăнмалла. Çакăншăн ертỹçĕсем яваплă. Чи малтанах уяв йĕркелеме районти пушар уйрăмĕнчен ятарлă ирĕк илмелле. Уяв умĕн хатĕрленнĕ чух, çакна шута илмелле: шкулсенче, ача сачĕсенче, клубсенче, предприятисемпе организацисенче Çĕнĕ çул чăрăшне иккĕмĕш хутран çỹлерех лартма юрамасть, пỹлĕмре эвакуаци алăкĕсем пулмалла. Чăрăша пỹлĕм варрине çирĕп лартмалла, кĕрсе-тухса çỹремелли алăксем уçă пулмалла. Елкăна мамăкпа тата хăвăрт хыпса илекен ытти япаласемпе илемлетме юрамасть, ун çине заводра ăсталанă 12 вольтлă гирляндăсем çеç çакмалла. Бенгали çутипе, фейерверкпа, хлопушкăпа усă курма юрамасть. Маскарад тумне çулăм часах хыпса илекен материалтан ан хатĕрлĕр. Чăрăша вырнаçтарнă пỹлĕмре вут-кăварпа кĕрешмелли хатĕрсем _ икĕ огнетушитель, ешчĕкпе хăйăр упранмалла. Огнетушительсем пулмасан, çуртра 200 литрлă каткапа шыв лармалла. Ответлă çынсен уяв пуçланиччен пỹлĕмсене тĕплĕн пăхса çаврăнмалла, эвакуаци алăкĕсем çăмăллăнах уçăлнипе уçăлманнине, пушар сỹнтермелли хатĕрсем вырăнта пуррипе çуккине тĕрĕслемелле. Эвакуаци планĕпе уяв умĕн кашнинех паллаштармалла. Алăксен умĕнче дежурство йĕркелени тимлĕхе ỹстерет. Телефон чăрмавсăр ĕçлемеллине, стена çине çывăхри пушар хуралĕсен телефон номерĕсене çырса хумаллине асрах тытăр. Уявсем çитнĕ май пиротехника хатĕрĕсене те анлă сутма тытăнчĕç. Вăйă-кулă инкекпе ан вĕçлентĕр тесен, çак хатĕрсене илнĕ чухне ятарлă сертификат ыйтмалла. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен вара ял урамĕсене, пушар вăхăтĕнче шыв сăхтармалли водоемсен умĕсене таса тытассипе тимлемелле. Пăрпа витĕннĕ юхан шывсемпе кỹлĕсенче вакăсем касса вĕсен умне ятарлă паллăсем вырнаçтарма та манмалла мар. Пушар машинисене çунтармалли тата сĕрмелли материалсенчен татмалла мар.