19 декабря 2009 г.
Пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес, чрезвычайлă лару-тăрăва сирес енĕпе ĕçлекен тата антитеррор комиссийĕсен представителĕсем районти тĕрлĕ объектсенчи лару-тăрăва тишкерес тĕлĕшпе час-часах рейдсем йĕркелеççĕ. Виçĕм кун комиссисен членĕсем Тăрăм тата Курнавăш ял тăрăхĕсенчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсене, ача сачĕсене, культура çурчĕсене çитсе тĕрĕслев ĕçĕсем ирттернĕ, чылай вырăнта пысăках мар çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăварнă. Информаци кунĕнче Елчĕк тăрăхĕнче пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн тĕп теми _ Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă "Чăваш Ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли" Çырăвне халăха ăнлантарса парасси. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.Мидуков, культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Т.Казакова, ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Павлов, Чăваш ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Н.Кириллов тата район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем районта пурăнакансемпе, тĕрлĕ организацисенче, учрежденисемпе предприятисенче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă, çивĕч ыйтусене татса панă.