19 декабря 2009 г.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Тĕллевлĕ йĕркелекен ĕç-хĕл çынсемшĕн чăннипех усăллă пултăр тесен хамăрăн кулленхи ĕçре тĕрлĕ мелсемпе усă куратпăр. Финанс кризисĕн тапхăрĕнче килсе тухма пултаракан лару-тăрура, тĕслĕхрен, çынсене ĕçрен ушкăнпа хăтарас хăрушлăх та тухса тăма пултарать. Пулма пултаракан йывăрлăхсенчен хăтăлас шутпа эпир професси пĕлĕвне васкавлăн, кĕске вăхăтра вĕрентессине йĕркелетпĕр. Унсăр пуçне, ĕç çуккипе йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ çынсене обществăлла ĕçсене явăçтаратпăр, социаллă хỹтлĕх кирлĕ граждансене чи малтан ăнланма тăрăшатпăр, çул çитмен граждансене вăхăтлăх ĕç тупса парасси çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Професси пĕлĕвне алла илнĕ, анчах çав-çавах ĕç тупайманнисем валли стажировкăсем, вакансисен ярмарккисене йĕркелетпĕр. Хăйсен ĕçне йĕркелеме тăрăшакансене те пулăшатпăр. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç шыраса пурĕ 1817 çын пынă. Çак тапхăрта вĕсенчен 1664-шне ĕçе вырнаçтарнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр вĕсене тỹлевлĕ обществăлла ĕçсене вырнаçтарас тĕлĕшпе районти предприятисемпе, организацисемпе 139 килĕшỹ, çав шутран 60 килĕшĕве республикăра ятарласа çирĕплетнĕ программăпа килĕшỹллĕн тунă. Обществăлла ĕçсенче ялсенче пурăнакан 892 çын тăрăшнă. 14_18 çулсенчи çула çитмен ачасене вĕренỹрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассипе районти центр кашни çул курăмлă ĕçлесе пыма пултарнине палăртаççĕ. Кăçал та ку тĕлĕшĕпе 30 килĕшỹ çирĕплетнĕ, çул çитмен 453 ачана вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă. Ятарлă професси пĕлĕвĕ илнĕ 18_20 çулсенчи çамрăксене вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупса панă, 5 çынна урăх регионсенче ĕç тупма пулăшнă. Çынсене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарасси те паянхи тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Ку тĕлĕшĕпе ĕçсĕр юлнă 36 граждана консультаци панă, вĕсем "Хăвăн ĕçне мĕнле пикенмелле" семнар-тренинга хутшăннă. 30 çын предприниматель ĕçне пуçăннă, вĕсене пурне те çакăн çинчен ĕнентерекен свидетельствăсем панă. Хăйсен ĕçĕпе ĕçлекен 3 çынна патшалăхăн тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн уйăракан кашни çынна 58800 тенкĕ парса пулăшакан укçапа тивĕçтернĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр кăçал ĕçсĕр тăрса юлнă 58 çынна квалификацие ỹстерме, хушма професси пĕлĕвĕ илме пулăшнă. Çамрăксене профориентаци пулăшăвĕпе тивĕçтересси çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Кăçал çак пулăшупа 2479 çын усă курнă. Районти вакансисен банкне ĕç паракансем пушă ĕç вырăнĕсем пурри çинчен пĕлтерсе 1593 заявка тăратнă. Çулталăк тăршшĕпе ĕç паракансем хутшăннипе вакансисен ярмарккисене пурĕ 3 хутчен йĕркелесе ирттернĕ. Ĕç паракансем 181 пушă ĕç вырăнĕ сĕннĕ. Ярмаркăна хутшăннă 274 çынран 137-шĕ хăйсене килĕшекен ĕç вырăнĕсене тупнă.