19 декабря 2009 г.
Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн Председателĕн В.В.Путинăн регионти обществăлла приемнăйĕн ертỹçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ Валерий Андреев районти тĕп библиотекăра граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ. Ял çыннисем Патшалăх Канашĕн депутатне панă ыйтусем пурнăçăн тĕрлĕ проблемисемпе çыхăннă. Нумай хваттерлĕ çуртсене уйрăммăн хутса ăшăтасси, автомобиль çулĕсем тăвасси, "Çамрăк çемье" патшалăх программине пурнăçа кĕртесси, "Ĕç вететарнĕ" ята илмелли перечене ỹстересси, ял хуçалăх ыйтăвĕсем тата ыттисем интереслентернĕ вĕсене. Хăшĕ-пĕрисене вырăнтах консультаци панă, ыттисене татса пама ертỹçĕсене, депутат запросĕсем ярса параççĕ.