Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇИРĔП КĂМĂЛЛĂ, ЫРĂ ЧУНЛĂ

19 декабря 2009 г.

 Туятăп, чылайăшĕ "Борлен пирĕншĕн çĕнĕ çын мар, ăна вуланă та, вулатпăр та" теме пăхать. Пĕр енчен, çакă тĕрĕсех. Мĕншĕн тесен, унăн кĕнекисем, самана таканари шыв пек пăлханнă çулсенче те, паянхи кризисра та пичетленсе тухаççĕ. Вулакан патне те çийĕнчех çитеççĕ. Апла пулсан, вăл халĕ те нумай ĕçлет, мĕн çырнине пичетлесе кăларма вăй-хăват та, укçа-тенкĕ те тупать. Пĕр сăмахпа каласан, маттур! Унпа эпĕ чи малтан Хусанта, 1993 çулта Тутарстанри чăвашсен "Сувар" хаçачĕ тухма тытăнсан, курнăçрăм. Ун чухне çĕнĕ кăларăмăн темиçе номерĕ кăна кун çути курнăччĕ. Чăннипе илсен, редакци коллективĕ йĕркеленсе те çитмен. Кăларăма алла илме мехел çитернĕ, Тутарстан Мăн Канашĕн депутачĕ пулнă Владимир Данилов сасартăк вилсе кайнă та, тĕп редактор ĕçне вăхăтлăха хăй çине илнĕ ИТАР-ТАСС корреспонденчĕ Николай Сорокин Борлен-Тихонова Пушкăртстанран кỹрсе килнĕ. Редактор çумĕ пулма. Мана вара иккĕшĕ те, "Санăн "Самана" кăларнă опыт пур" тесе -çамрăк коллектив пуçĕ пулма хистерĕç. Анчах мĕн тăвăн( Эпĕ ун чухнех самай çуллă çын, редакци тилхепине тытма килĕшмерĕм. Çапах та Борис Леонтьевич çине тăнипе, çирĕп ыйтнипе "Суварăн" ятарлă кореспонденчĕ пулма пĕлтерсе алă çапмалла пулчĕ. "Ан тив, санăн материалусене вуласа çамрăксем вĕренччĕр", _ терĕç вĕсем тин çеç аслă шкул пĕтернĕ хыççăн хаçат ĕçне пуçăннă тăватă каччă çине кăтартса. Çамрăксенчен виççĕшĕ часах виçĕ енне тухса кайрĕç. Вĕсенчен чăн-чăн журналист пуласси иккĕллĕ пулнине Борис Леонтьевич малтанах асăрханă-мĕн. Анчах тепри, Николай Магарин текенни, шăлне çыртсах çыравçă ăсталăхне те, ертỹçĕ мĕнлерех пулмаллине те хăнăхсах пычĕ. Кĕçех ăна, пысăк пуласлăхлă чăваша, Шупашкара чĕнсе илчĕç. Халĕ вăл, пултарулăхне тĕрлĕ çĕрте кăтартнăскер, Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин, архив ĕçĕн министерствин пай пуçлăхĕнче ăнăçлă тăрăшать, час-часах Борлен çинчен аса илет: "Çирĕп ыйтатчĕ, çамрăксене вĕрентме, ăс пама тăрăшатчĕ..." Чăн сăмахсем. "Суварта" ĕçленĕ çулсенче Борис Леонтьевич хаçат валли чылай журналист хатĕрлеме вăй çитерчĕ. Хăш-пĕрисене хăйĕн тата ăста хаçатçăсен пултарулăхне хăнăхтарса, теприсене аслă шкулсенче пĕлỹ илме пулăшса. Ара, шăпах вăл çине тăнипе редакцире чăн чăвашла çыракансен коллективĕ чăмăртанчĕ. Вăл пуçарнипех Хусанти педагогика институтĕнче чăваш уйрăмне йĕркелерĕç. Кайран, вăхăт тупса, унти студентсене вĕрентме те çỹрерĕ. Тĕпрен илсен, хаçачĕ те ун çинче тенĕ пекех тытăнса тăратчĕ. Тĕп редакторăн, ИТАР-ТАСС корреспонденчĕн, час-часах тĕп хулана каймалла тата Мускав валлиех çырмалла пулнăран, "Суварпа" ĕçлеме вăхăчĕ те сахалтарах юлатчĕ. Тĕп редактор пуçарăвĕпе тата вăл Тутарстан Президенчĕпе Минтимер Шаймиевпа татăлнипе ĕлĕк Хусанта тухнă "Шурăмпуç" журналăн малтанхи номерĕсене №"Суварăн" хушма кăларăмĕ пек№ кăларнинче те Борис Леонтьевич тỹпи калама çук пысăк. Маларахах асăнтăм, Борлен, Пушкăртстанра ăста йĕркелỹçĕ тата ертỹçĕ опытне илнĕскер, хаçатра ĕçлекен çамрăксенчен çирĕп ыйтатчĕ. Вĕсене вăл материалсене кăсăклă та тарăн шухăшлă, вулакан чĕрине тыткăнламалла çырма хистетчĕ. "Çăмăллăх çулĕпе ан кайăр, васкаса çырма ан тăрăшăр, _ тетчĕ вăл яланах. _ Чăвашсем "Çиччĕ виç те пĕрре кас" тенине асра тытса, хăвăр çырнине хăвăр редакцилеме, витĕмлĕ те чуна тыткăнлакан шухăш патне пырса тухма талпăнăр..." Халĕ, çав вăхăтсенчен чылай аякка кайнă хыççăн, "Суварçăсем" Борис Леонтьевич сĕнĕвĕсемпе хушăвĕсене ăша хывни тĕкĕр çинчи пек курăнать. Унти журналистсем хаçата лайăх тунипе пĕрлех литература хайлавĕсем те аван çыраççĕ, кĕнеке хыççăн кĕнеке кăлараççĕ. Тутарстанри чăвашсен хаçачĕ вара республикăри тăхăмăрсен чи юратнă кăларăмĕ пулса тăнă. Малтанхи çулсенче вăл 1,5 _ 2 пин экземплярпа тухнине ас тăватăп. Халĕ унăн тиражĕ 5 пинрен те иртет. Çакăнта Борис Борлен-Тихоновăн чăн-чăн ăсталăх шкулĕнче вĕреннĕ, унăн журналист тата çыравçă лаççинче туптаннă çамрăксен, паян чăн-чăн çыравçăсен ретне тăнă чăвашлăх патриочĕсен пултарулăхĕ уççăн курăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика