19 декабря 2009 г.
Борис Тихонов-Борлен патне пымассерен пĕр ỹкерчĕке асăрхатăп: пỹлĕмри пĕчĕкçĕ сĕтел çинче тахçанхи пичет машини халь-халь шаклаттарма тытăнас пек "чĕвенсе" ларать. Ун таврашĕнчи пукан-кресло, чỹрече янаххи таранах, тĕрлĕ хут таврашĕпе _ хаçат-журналпа, кĕнекесемпе, хулăн папкăсемпе тулнă. Поэт куллен-кун ĕçлет те _ капла йăлтах алă айĕнче, мĕн кирлине çийĕнчех тупатăн, пăхса-вуласа илетĕн. Кĕсменсем тăкатчĕç кĕмĕл... Çапла, ку сăмахсем, хăй вăхăтĕнче Петĕр Хусанкай та ырланăскерсем. Б.Борлен "Кĕсменсем тăкаççĕ кĕмĕл" сăввинчен. Хайлав вун саккăрти каччăн чун-чĕринчен утмăл çула яхăн каялла шăранса тухнă. Пултарулăх пуçламăшĕн хăйне евĕр палли-чикки пулса, вăл поэтăн малаллахи çул-йĕрне кăтартса панăн, ăна "ĕçле, çыр, кунтан каялла ан чак, малалла ăнтăл!" тесе халалланăн туйăнать. Çук, чакмарĕ ĕçтешĕм, малалла та малалла талпăнчĕ, çỹлелле те çỹлелле çĕкленчĕ. Çамрăкчĕ эпир ун чухне. Тĕнче çути куçа шартарса ялтăртататчĕ. Кĕсменсем тăкатчĕç кĕмĕл... Борис Тихонов №Борлен хушма ята вăл каярахпа йышăнчĕ№, Кивĕ Арланкассинче çуралса ỹснĕскер, Чăваш педагогика институтне 1951 çулта пырса кĕчĕ. Эпĕ вăл вăхăтра иккĕмĕш курсра вĕренеттĕмччĕ. Вăт çавăнтанпа пĕлетпĕр пĕр-пĕрне. Çавăнтанпа сăнаса пыратăп унăн поэзи асамĕллĕ пултарулăхне. Аллăмĕш çулсенче литературăна кĕнĕ çамрăксем хушшинче Б.Тихонов ячĕ самаях сумлăччĕ. Студент чухнех хаçат-журналта пичетленме тытăнчĕ. Каярахпа унăн хайлавĕсем "Çеçпĕл çеçкисем" кăларăм кĕнекисенче те тивĕçлĕ вырăн тупрĕç. Чăннипех хитре те янăравлăччĕ сăввисем. Яшлăх кăмăл-туйăмĕ тулса тăкăнас пек тапса тăратчĕ вĕсенче. Акă çак йĕркесене вулăр-ха: Тĕл пулатăн, йăл кулатăн Вăрттăн-вăрттăн вăтанса. Те виртлетĕн, те шỹтлетĕн, Те чăнах çунса çỹретĕн _ Илейместĕп ăнланса. №"Вăрттăн-вăрттăн вăтанса"№. Çав вăхăтрах хайлавсенче урăхла туртăма та _ каярахпа пултарулăхра малти вырăна тухакан, автор калашле, "йĕплĕ-виртлĕ" шухăшсем тымар янине те курма пулатчĕ. Пединститут пĕтернĕ хыççăн Борис Тихонов журналистика çулĕ çине тăчĕ. Пурнăç - аслă вĕрентỹçĕ "Пурăнатпăр эпир Пушкăртра", _ тесе ят панă поэт хăйĕн пĕр сăввине. Вун-вун хайлавне халалланă вăл тăванлă республикăна _ Константин Ивановпа Ухсай Яккăвĕн çĕршывне. Нарспипе Сетнер юратăвне тĕнче шайне çĕкленĕ хутлăха. Хăйĕн иккĕмĕш тăван çĕршывĕ пулса тăнă тăрăха. Ара, ĕçтеш пурнăçĕн пысăк пайĕ Пушкăртстанпа çыхăннă-çке. 1961 çулта тухса кайнă вăл унта. Вара... Вăтăр çул ытла иртсе кайнине сиссе те юлайман. Унтах авланса çемье çавăрнă. Арăмĕ, Лидия Лазарева-Тихонова, Авăркас районĕнчи Путаш ялĕнчен. Ĕмĕр тăршшĕпех шкулта ачасене вĕрентнĕ. Çĕнĕ çĕрте кун-çул кустăрми тỹрех çăмăллăн та тикĕссĕн кăлтăртатса кайнă тееймĕн. Йывăрлăх-чăрмав тупăнсах пынă. Борис Леонтьевич, журналистикăра опыт пухма ĕлкĕрнĕскер, хăнăхнă ĕçех кỹлĕннĕ: Авăркас район хаçачĕн редакцийĕнче ĕçлеме тытăннă. Унтан шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ, директор та пулнă. Стерлитамак хулине куçсан алла каллех журналист калемне тытнă. Шел, пысăклатнă района салатнă май хаçата часах хупнă... Çакăнтан вара ентешĕмĕр пурнăçĕн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланнă: вăл пĕтĕм пĕлĕвĕпе вăй-халне, чун-чĕре ăшшине халăха вĕрентес ĕçе парать. Çав вирхĕнỹллĕ-ăнтăлуллă çулсен пархатарĕ _ халăхшăн, çамрăк ăрушăн тăрăшса çĕршыв пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама, пурнăçа кĕртме хастарлăн хутшăнни, курăмлă та сулмаклă çитĕнỹ туни юлташăмăн ĕçлĕ кун-çулĕнче тĕп вырăн йышăннă, каярахри вăхăтра та, паянхи кунчченех, хăйĕн ырă витĕмне çухатман тесшĕн эпĕ. Пурнăç _ ăслă вĕрентỹçĕ. Стерлитамакра Б.Тихонова профтехучилище директорĕн çумĕ пулма çирĕплетнĕ. Часах ăна, хăйĕн пултарулăхĕпе, пуçарулăхĕпе, çаврăнăçулăхĕпе палăрнăскере, тата пысăкрах, яваплăрах ĕç шанса панă: çĕнĕ йышши вĕрентỹ заведенийĕ _ вĕрентỹпе производство комбиначĕ йĕркелеме хушнă, унăн директорне лартнă. Вун икĕ çул ертсе пынă вăл комбината. Кил хуçи çав ĕç-пуç çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕр. Ку таранчченех тирпейлĕн упранакан тĕрлĕ хутсем кăтартать: вĕрентỹ докуменчĕсене йăлтах хăй туса хатĕрленĕ-мĕн. Плакатсем кăларнă. Çавнашкал комбинат унччен Мускавпа Тутарстанра çеç пулнă тет. Занятисене хулари икĕ пин ытла ача çỹренĕ, тĕрлĕ профессие вĕренсе алла илнĕ. Б.Л.Тихонов хăйĕн опычĕпе Мускаври, Новосибирскри, Волгоградри, ытти çĕрти семинарсемпе конференцисенче паллаштарнă, докладсем тунă. Центрти хаçат-журналта статьясем пичетленĕ. Борис Леонтьевича СССР Çут ĕç министерствин Хисеп грамотипе наградăланă, "РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" ят панă. Калаçсан та пушкăртла Шухăшлаттăм чăвашла. Акă мĕнле çырнă Б.Борлен иртнине аса илсе, утса тухнă çула хальхи инçетрен тунсăхлăн тинкерсе. Унăн сăвви-поэминче чăвашлăх, тăван ен теми яланах чун-чĕре таппипе пĕр кĕвĕллĕ: хисеплĕн, ăшра мĕн пуррине уçса кăтартма хăюсăрланмасăр çутатать ăна. Чун савăнăçĕпе хурланăвĕ, шанăçĕпе иккĕленĕвĕ юнашар пулнине те пытармасть. Ара, пурнăç ав епле çаврăнать,чухласа çитер хăçан мĕн сиксе тухассине... Паллах, хăй курни-илтни те _ Пушкăртстанри лару-тăру _ хистенĕ ĕнтĕ поэта чăвашлăхшăн пичетре çапла хĕрỹленсе çырма. Пĕлетпĕр-çке, юлашки çулсенче тĕрлĕ пуху-канашлура, хаçат-журналта мĕн чухлĕ калаçмастпăр, çырмастпăр пуль чăвашлăх пирки, кăкăра çапса кăшкăрашатпăр, анчах çав ырă шухăшсене пурнăçа кĕртессишĕн пайăррăн, çине тăрса ĕçлени курăнсах каймасть. Борлен вара _ ĕçленĕ. Вăл республика тулашĕнче ку тĕлĕшпе туса пынă пархатарлă та кирлĕ ĕç пĕлтерĕшне хакласа та çитереймĕн. Хайлавсенче - тăван халăх кун-çулĕ Поэтăн литература пултарулăхĕ патне таврăнар-ха. Çиелтен пăхма ансат туйăнать те, чăннипе кăткăс та тарăн, тĕрлĕ енлĕ вăл. Çамрăклăхри лирика кĕввине чакармасăр, пусăрăнтармасăр, пачах урăхла, ăна малалла вăйлатса, çунатлантарса. Борис Борлен халĕ №Пушкăртстанра пурăннă вăхăтра, хăй калашле, вăтăр çул сăвă çырманскер, юлташăм тăхăр вуннăмĕш çулсен пуçламăшĕнче литература каçалăкне çĕнĕрен тăчĕ№ поэзи тĕнчине шаларах та шаларах кĕчĕ, тăван халăхăмăр кун-çулĕн тĕрлĕ тапхăрĕсене çутатса кăтартакан пысăк хайлавсем _ поэмăсем, легендăсем, халапсем таран çĕкленчĕ. Тỹрех калăпăр, легенда жанрĕ пирĕн хальхи литературăра вăйлă аталаннă теме пултараймастпăр. Б.Борлен вара, унăн майĕсемпе усă курса, чăваш халăхĕн историйĕпе, ăс-шухăшлавĕпе, кулленхи пурнăçĕпе, тĕнĕпе, йăли-йĕркипе çыхăннă çивĕч ыйтусене хускатнă. "Пĕрлĕхне çухатнă халăх", "Пăрттас патшапа Сăвар Турханĕ", "Хулаçырми", "Туйпике", "Ылханлă йăх", "Микулай Тимахвипе Кавĕрле Укахви тата Хусан хурахĕ", "Тюлюкас... Чул кас(", "Тăхтаман, Сенти тата паянхи пулăм-курăм" хайлавсене вулăр-ха _ мĕнле кăна тавралăхпа, пулăмпа, шăпапа паллаштармасть пуль пире çыравçă! Çут тĕнчепе этем хутшăнăвĕн тĕрлĕ-тĕрлĕ палăрăмĕсем: юрату, курайманлăх, ырлăх, тискерлĕх, çухату... Çĕр çынни, тăван уй-хир çинчен пуçне ватса, чунне ыраттарса Ухсайла шухăшлать-и №"Çĕр хуçи-ши эс, Хĕветĕр(", "Хуçаран килет хуçалăх"№, вăрăм çул çỹревре мĕн курни-илтнине савăнса та хурланса сăвва хывать-и №"Ĕпхỹрен _ Аçтăрхана"№, Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе вилĕмне татах та татах чĕре витĕр кăларать-и №"Вилĕме хăйсем чĕнмеççĕ Хурçă шанчăклă çынсем"№ _ кашнинчех публицистика хĕмĕ çунтарса ярас пек сирпĕнет поэт сăмахĕнче. Хальхи пулăм-курăм Çапла, гражданла лирикăн ырă-çутă хумĕсем çийĕн савăккăн ярăнтарнипе пĕрлех №"Çĕнĕ ĕмĕр, çĕнĕ ĕмĕт, çĕнĕ самана" кĕнеке№, тĕпрен илсен, çивĕч шăллă, тиркевлĕ те питлевлĕ вăл. Борис Борленăн ку чухнехи поэзийĕ. Сăвăç: "Кун çинчен пăртак çемçерех, якатарах çырмалла мар-ши(" тесе тăмасть, калас тенине уççăн, тỹррĕн калать. Калать те татать. Кăна унăн калăплăрах хайлавĕсенче те №"Паянхи арçурисем", "Ваççукпа Влаç"№, пьесисенче те №"Патраев пĕтмест!", "Масар хуçи"№ яр-уççăн куратпăр. Çапах та эпĕ ĕçтешĕм пултарулăхĕн çав туртăм-сулăмĕ уйрăмах "вак жанрти" _ кĕске хайлавсенче тĕвĕленнине палăртасшăн. Чăнах та, темиçе йĕркеллĕ е кăшт вăрăмрах вун-вун та çĕр-çĕр сăвă _ поэзин хăюллă та чăрсăр палкамĕ. Поэт пултарулăхĕн курăмлă палăрăмĕ. Уйрăм ярăмсене пĕрлешсе е хăйсем тĕллĕнех вĕсем пурнăç кăткăслăхĕн таçти-таçти "сийĕсене" те сире-сире çутатаççĕ. Çапла майпа мĕнле кăна пулăма куç умне кăлармаççĕ-ши! Политика, экономика, влаçпа халăх, социаллă пурнăç, пуянпа чухăн, культура... Пурнăç шарлакĕ кашни йĕркере. Сатира çулăмне ялкăштарса е кулăш çунатне çатăлтаттарса шỹтлет те пăшăрханать, тарăхать те сивлет çыравçă: Çĕршывра паян чи сумлисем _ Олигарх ятне тивĕçнисем. №"Телейлĕ-ши("№ Аптекăра хаксем кăра _ Сутма тивмест-ши вăкăра( №"Аптекăра"№. Çак "вак жанрăн" чăн-чăн ăсти тесе хакласшăн эпĕ Борис Леонтьевича. Тарăн шухăшпа тулнă, чĕре витĕр тухса вĕриленнĕ ансат та янăравлă йĕркесем нумай чухне, пĕр-пĕтĕм хайлав пулса, халăх сăмахĕ, каларăш ретне тăраççĕ: Б.Л.Тихоновăн хăйне евĕр пултарулăхне чылай çыравçă пысăк хак панă. Юлашкинчен Геннадий Юмарт сăмахĕсене илсе кăтартасшăн: "Борис Борлен поэзийĕ, Митта Ваçлейĕ калашле, виçĕ пахалăха палăртать _ унта çунатлă ăс та, чĕлхен чăн илемĕ те, чун-чĕрен хĕрỹ хĕлхемĕ те тапса тăрать".