01 января 2010 г.
1979 çулхи шартлама сивĕ хĕл халĕ те асра. 40 градус ытла сивĕ тăрать. Шкулти спортзалти тата коридорăн пĕр пайĕнче батарейсем ăшăтма пăрахнă _ котельнăйри насуссен пусăмĕ çитейменрен чугун батерейсем шартлатса çурăлнă. Вĕсенчен стена тăрăх хура шыв сирпĕнет. Ыранччен тăрсан шкула ăшăтакан система стройран тухать. Валерий Петрович Жуков слесарьпе подвала анатпăр, çак участокри ăшă шыв пырса кĕрекен тата сивĕ шыв тухса каякан пăрăхсене касса татса пăкăлама шутлатпăр. Иккĕн ылмашăнса тимĕр касакан пăчкăпа ĕçлетпĕр. Тарăнрах касса пынăçемĕн хамăр çине сивĕ шыв сирпĕнет, çỹçентерсе илет. Çакăн пек тăрмашсах ĕçе вĕçлерĕмĕр. Система йĕркеллĕ ĕçлесе кайрĕ. Ирхине 4 сехетре киле тухса чупрăмăр. Çири йĕпе тумтир сивĕ çил çинче шăвăç пек хытса кайрĕ. Килте мăшăр шыв ăшăтса пачĕ (ун чух ăшăнма газ та, çăвăнма ваннăй та пулман). Çăвăнтăм. Çамрăк пулнă, чирлемерĕмĕр те. Çав кунах ĕçе тухнă. 8-мĕш класс руководителĕ пулнă май (ун чух вăл выпускной пулнă) ачасене шкул пĕтерсен мĕнле професси суйласа илесси пирки тест ыйтăвĕсене хуравлама ыйтатăп. Нумайăшĕ завода ĕçлеме каяссине пĕлтереççĕ. Çакăн хыççăн "Сельхозтехника" автобусĕпе (водителĕ В.Долгов) тата физкультура учителĕпе А.Никифоровпа çак класс ачисемпе Шупашкара çул тытрăмăр. Агрегат заводне кĕтĕмĕр. Чăн та, халиччен ялта ỹснĕ ачасем заводри рабочисене телевизорпа кăна курнă. Халĕ цехри шăв-шава, тусана, йывăр техникăна, ĕçлесе ывăннă рабочисене курсан нумайăшĕ урăх шухăш тытрĕ. Çакă вăл тепĕр тапхăрта ирттернĕ тест ыйтăвĕсенчен паллă пулчĕ. Чăн та, ку класпа ĕçленĕ чухне хавхалантару мелĕпе усă курнă _ тĕрлĕрен конкурссенче çĕнтерсен Ульяновск, Шупашкар хулисенчи уйрăмах паллă вырăнсене ачасемпе экскурсие кайнă. Хăш-пĕр ĕçтешсем çакна сивлеме пăхатчĕç _ стимул воспитани ĕçĕнче малта тăмалла мар! Анчах та "Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ", _ тенĕ ваттисем. Çак класран вĕренсе тухнă ачасенчен С.Г.Лебедева халĕ "Автотур" директорĕ, В.В.Тябукова _ географи учителĕ (Елчĕк шкулĕ), А.В.Федоров пысăк заводри цех пуçлăхĕ, Е.В.Петрова _ ШĔМ майорĕ, А.С.Муллин _ район администрацийĕн специалист-эксперчĕ, М.Г.Васильев _ художник, В.В.Козлова _ хастар доярка, М.П.Тимофеев _ заводри цех пуçлăхĕ, ыттисем те паянхи пурнăçăн йывăр условийĕнче хăйсем суйласа илнĕ специальноçсемпе ĕçлеççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче шкул умĕнче тĕрлĕрен йывăрлăхсем тăнă. Вĕренмелли класс çурчĕсем пĕри ялăн çурçĕр, тепри кăнтăр енче, виççĕмĕшĕ ял варринче вырнаçнă пулнă. Хамăр шкулта вĕренсе тухнă специалистсем пулман, хулара çуралса ỹснĕ, чăвашла вуçех пĕлмен, ялти ачан психологине ăнланман вĕрентекенсене ярса панă. Çакăн пек пулăмсем ачасем хушшинчи дисциплинăна самаях хавшатнă. Çапла вара вăл вăхăтра шкултан вĕренсе тухакан ачасем суд сакки çине ларнă тĕслĕх пĕрре кăна пулман. Çакă пире, çамрăк специалистсене (ун хыççăн пирĕн коллектив тĕпрен ылмашрĕ, автор маларах асăннă вăхăтра шкулта ĕçлемен), канăç паман. Çитменлĕхсене пĕтерме çирĕп чăмăртаннă коллектив куллен ĕçлесе пыни кирлĕ пулнă. Çавăнпа та 1979 çулта, директор ĕçне кỹленсен, шкул музейĕ уçма йышăнтăмăр. Пĕрремĕш çул этнографи пайĕ уçрăмăр. Килти хуçалăхра усă курнă ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсене, ытти нумай-нумай экспонатсене ачасем кĕске вăхăтра пуçтарса пачĕç. Вăл вăхăтра ялта кивĕ çурт-йĕре пăсса çĕнни тăвас тапхăр пыратчĕ. Эпир вăхăтра ĕлкĕртĕмĕр: маччара выртакан ĕлĕкхи япаласем пуçĕпех свалкăна каймаллаччĕ. Ачасем ун пек хавхаланса ĕçлессе кĕтмен. Уроксем хыççăн мĕн тĕттĕм пуличчен, е ирхине шкула экспонатсем илсе килнĕ, пушă вăхăтра макетсем хатĕрленĕ. Экспонатсене йышăннă комисси активлă ачасене линейкăра аса илнĕ, Хисеп грамотисем, парнесем панă. Иккĕмĕш çул Ленин музейĕ уçассипе ĕçлерĕмĕр. Анчах экспонатсем тупма май çукран музей мар, Ленин пỹлĕмĕ уçрăмăр. Кунта ачасем вĕрентекенсем ертсе пынипе макетсем, тĕрлĕрен стендсем, историллĕ экспонатсем хатĕрленĕ. Сăмахран, "Ленин Разливра" макета А.П.Федоров (халĕ Украинăра пурăнать) питĕ ăста хатĕрленĕччĕ. Чи активлă ачасем В.И.Ленинăн мемориал центрне _ Ульяновска кайса курчĕç. Аслă Çĕнтерỹ 37 çул тултарнă тĕле вăрçă паттăрĕсен Мухтав пỹлĕмне уçрăмăр. Ачасем кил тăрăх çỹресе вăрçăра пуçне хунă е пурăнакан паттăрсем çинчен тĕрлĕ сведени пуçтарчĕç. Салтакран янă виç кĕтеслĕ çырусене салтак арăмĕсем, тăванĕсем музея пачĕç. Сталинград патĕнче юнлă çапăçуран янă салтакăн юлашки çырăвĕнчи сăмахĕсене хумханмасăр вулама çук: "...кунтан кушак кайăк та чĕррĕн тухаймасть". Астăватăп, Çĕнтерỹ кунĕ обелиск умĕнчи митинг хыççăн ветерансем музей уçма кĕчĕç. Вăрçă ветеранĕ Петр Жуков ачасемпе пĕрре кăна мар тĕл пулнă, алă тытса тав турĕ, "Пархатарлă ĕç тăватăр", _ тесе ачасене савăнтарчĕ. Çак виçĕ çул хушшинче маларах асăннă 70-мĕш çулхи проблемăсем татăлчĕç. Ачасем хушшинче дисциплина тĕпрен улшăнчĕ. Калас пулать, кирек мĕнле çĕнĕ ĕç тунă чух пĕлменни яланах тупăнать. Çавăнпа та ку ĕçре пире Елчĕкри Пионерсемпе шкул ачисен çурчĕн директорĕ Валерий Иванович Таллеров пулăшса пычĕ. Шел пулин те, вăл вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Халĕ музей унăн ячĕпе хисепленсе тăрать. Музея уçма бюджетран та укçа уйăрман, колхоз та пулăшу паман. Пĕтĕмпех çак ĕçсене ачасемпе вĕрентекенсем пурнăçланă. Ку ĕçре ытларах М.А.Романова, Т.В.Федорова, М.Г.Васильева, Л.А.Солина, А.С.Краснов, В.Г.Чапуркина, С.А.Александрова, А.Д.Алексеева,В.Н.Александрова, В.П.Уткина, И.П.Николаева, З.И.Краснова, Ф.И.Козлова учительсем пуçарулăх кăтартрĕç. Тăван шкулăн тепĕр пысăк утăмĕ _ 1989 çулта ялта вăтам шкул уçни. Аслă пĕлỹ илнĕ çамрăк специалистсенчен чăмăртанчĕ коллектив. Чун хавалĕпе тăрăшса ĕçленĕ ун чухне. Çакна çирĕплетме пĕр тĕслĕх çеç илсе паратăп. Учительсем валли икĕ хваттерлĕ çурта икĕ кун хушшинче нимĕлле купаласа хутăмăр, 4 уйăхра туса пĕтертĕмĕр. Парта хушшинче ларса кăна ачасене кирлĕ пек воспитани пама çук. Шкулта футбол, хоккей вăййисене аталантарса пынă. Хоккейла шкул ачисен команди хăш-пĕр çулсенче Комсомольски, Патăрьел районĕсен, Шупашкар хулин командисемпе те вылянă, призлă вырăнсем йышăннă. Çавăн пек чух çеç ачасем йывăрлăха чăтса ирттерме вĕренеççĕ, çĕнтерỹ савăнăçне туйма хăнăхаççĕ. Çакна шута илсе ачасене Шупашкар, Ульяновск хулисене шкул директорĕ путевкăсемпе экскурсие илсе кайнă. 1983 çулта тĕрлĕрен конкурссенче çĕнтернĕ ачасен ушкăнĕ Мускава кайса курнă. Каярахпа аслă классенче вĕренекенсем Ленинграда кайса килме шутларĕç. Анчах рынок экономики пуçланнă май Вĕрентỹ министерстви урлă путевка тупасси пĕтрĕ. Ума лартнă тĕллеве пурнăçласах терĕмĕр, хĕл каçиччен ачасем шкул çумĕнчи хушма хуçалăхра вăкăрсем пăхса ỹстерчĕç, çав укçапа Ленинграда кайса килчĕç. Пĕр эрне ытла пурăнса Петĕр патша никĕсленĕ хулари тĕрлĕ музейсем тăрăх çỹресе тавра курăма ỹстерчĕç. Çак тапхăрта хăш-пĕр хулари шкулсенче 5 кунлă вĕренỹ эрнипе ĕçлетчĕç. Пирĕн коллектив та Федераци министерстви çирĕплетнĕ йĕркипе килĕшỹллĕн çак режимпа ĕçлеме кăмăл турĕ. Питĕ килĕшетчĕ вăл ачасене. Шăмат кун тĕрлĕрен кружоксем, спорт секцийĕсем ĕçлетчĕç. Столовăй çумĕнче кулинари кружокĕнче мĕнле кăна апат-çимĕç, тортсем хатĕрлеме вĕрентмерĕ-ши Л.В.Муллина аслă повар? Л.А.Александрова организатор ачасене хореографи кружокĕпе интереслентерсе ячĕ. Анчах та ку йĕрке пуçлăхсене темшĕн кăмăла каймарĕ. Тăтăшах тĕрĕслеме килетчĕç, ним тупайманнипе каялла тухса каятчĕç. Çын аллинчи кукăль пысăк тесе ахаль каламан çав ваттисем. Вара темиçе çултан министерствăран хут килчĕ _ ку режимпа ĕçлесен шкулти предметсен вĕрентỹ сехечĕсен шутне чакармалла. Вара учительсем каялла вĕрентỹн унчченхи йĕрки çине куçма кăмăл турĕç. 24 çул директорта ĕçлесе йывăрлăх мĕнне пĕлмен. Халь урăх ĕçпе ĕçленĕ май кăна çеç мĕнле йывăр лав туртса пынине туйса илетĕп. Çавăнпа та хама телейлĕ çын тесе шутлатăп. Çакăн пек пуçласа "анне" сăмаха çырма вĕрентнĕ Р.К.Кириллова, тĕрлĕ предметсемпе пĕлỹ панă Ю.Никифоров, А.Краснов (Тĕмер шкулĕ), Елена Ивановнапа Владимир Гурьевич Федотовсем, А.Бурмистров, З.Краснова (Çĕнĕ Пăва шкулĕ) тата ытти вĕрентекенсене мĕн ĕмĕр иртиччен ырăпа асăнса пурăнатăп, чĕререн тав тăватăп.