01 января 2010 г.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче Елчĕк район ачисене Çĕнĕ çул уявĕнче савăнма май туса пачĕ. Çак кун Елчĕкри культурăпа кану центрне тĕрлĕ шкулти вĕренỹ отличникĕсене, Çĕнĕ çул уявне халалланă конкурссен çĕнтерỹçисене йыхравларĕç. Чăн-чăн юмах тĕнчинчи пек туйма пултарчĕç вĕренекенсем хăйсене депутат елкинче. Юмахри паттăрсем _ 2010 çулăн хуçи Тигр, Тухатмăш карчăк, Буратино, клоунсем, Хĕл Мучипе Юр Пике ачасене, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшне пĕрле ташлаттарчĕç, юрлаттарчĕç, тупмалли юмахсем калаттарчĕç, пĕр минутлăха та тунсăхлама памарĕç. Тигрпа Хĕл Мучие, Юр Пикене чĕнсе илес тесен, паллах, ачасен Тухатмăш карчăка улталамалла та, çывăрттарса ямалла та пулчĕ. Çапах та унăн кăмăлне тупрĕçех, ăна ырăланма пулăшрĕçех. Ачасене Çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламлама Павел Семенов хăй те килсе çитрĕ. Пурнăçра телей, çирĕп сывлăх, вĕренỹре çитĕнỹсемпе ăнăçусем суннă май кашни ачанах парнесем парса савăнтарчĕ вăл. Çĕнĕ Пăва шкулĕнче çитĕнекен пĕр ятлă Павел Семенова депутат уйрăммăн саламларĕ. Павел Семенов çавăн пекех хевтесĕр 11 ачана та парнесемпе хавхалантарчĕ, Çĕнĕ çул парнисемпе савăнтарас тĕллевпе хăйсем тĕллĕн тухса çỹреймен ачасен килĕсенче те пулчĕ. Çак пысăк уявра савăнма май туса панăшăн депутата вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ чун-чĕререн тав турĕç.