01 января 2010 г.
Курнавăшра çуралса ỹснĕ, Чечняра пуçне хунă С.Фомина асăнса волейболла выляс енĕпе турнир иртнĕ. Унта Елчĕк, Комсомольски, Тăвай районĕсенчи чи вăйлă командăсем хутшăннă. Икĕ ушкăнра иртнĕ вăйăсем. "Курнавăш-1", "Нĕркеç" (Комсомольски), Тĕмерти "Юмансар", "Тĕмер-1" командăсем Курнавăшра, "Çĕнĕ Пăва", "Курнавăш-2" (Шупашкарта пурăнакан ентешсем), Тăвайри "Турикас Тушкил" командăсем Çĕнĕ Пăвара вăй виçнĕ. Финала 4 команда тухнă. "Курнавăш-2" команда çĕнтерỹçĕ ята илсе куçса çỹрекен кубока тивĕçнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ "Турикас Тушкил" тата "Нĕркеç". Турнира ирттерме "Нива" агрофирма" ООО, Курнавăш ял тăрăхĕн администрацийĕ, Курнавăшри В.Сусликов, С.Сусликов, А.Мясников, В.Ефимов, Г.Цветков, Ю.Дмитриев, А.Мартышкин, Г.Смирнов, И.Смирнов, А.Константинов, Н.Ефимов, П.Смирнов, П.Кузнецов пулăшу панă.