Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă атлета асăнса

01 января 2010 г.

Паллă атлета асăнса Йывăр атлетикăна килĕштерекенсем çулсеренех Çĕнĕ çул умĕн турнира пухăнаççĕ. Ăна Н.Малькова халалланă. Пултаруллă атлета районта пурăнакансенчен чылайăшĕ пĕлеççĕ. Николай Матвеевич нумай хутчен Чăваш АССР чемпионĕ, Акатуй паттăрĕ пулнă. Вăл, Елчĕкри шкулта физкультура учителĕнче тăрăшнă май, ачасемпе çамрăксене йывăр штангăна парăнтарма, спортăн тĕрлĕ енĕсемпе туслашма вĕрентнĕ. Н.Мальков районти "Урожай" ирĕклĕ спорт обществине те ертсе пынă. Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă атлета асăнса А.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен шкулĕнчи штангистсен уçă турнирĕ иртрĕ. Унта пухăннисене спорт ветеранĕсем Р.Бобылевпа П.Лобанчиков саламларĕç. Çамрăксем хушшинче хăйсен виçисенче А.Грибов (Çĕнĕ Пăва), В.Викторов, А.Шляпин (Елчĕк), Ф.Ертмаков (Çĕнĕ Пăва), А.Иванов (Курнавăш), П.Чермаков (Çĕнĕ Пăва), А.Викторов, Н.Портнов (Елчĕк) малти вырăнсене йышăнчĕç. Аслисенчен П.Филимонов (Патреккел), Д.Портнов, ветерансенчен А.Портнов, хĕр ачасенчен унăн хĕрĕ М.Портнова (Аслă Пăла Тимеш) палăрчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика