01 января 2010 г.
Районти тĕп больница çумĕнче вырнаçнă "Василек" кафере çын яланах йышлă. Хĕллехи сивĕ кунсенче инçетри ялсенчен килекенсем унта кĕмесĕр иртсе каймаççĕ. Çул çинче шăнса кỹтнĕ, епле те пулин ăшăнмалла, атту чире каясси те инçе мар. "Ăçта кайăн, юрать çак кафе пур",_ тет автобус кĕтсе тăракан ватă. "Ăшăнма кĕнĕшĕн те вăрçмаççĕ. Кăмăллă çынсем ĕçлеççĕ кунта",_ калаçăва хутшăнчĕ тепĕр кинеми. Ирхине ултă сехетрех уçакан кафере вĕри чей, кофе ĕçсе ăшăнма, иккĕмĕш блюдо çиме пулать. Пельмень, хинкали е катлет кăмăла килет, тархасшăн. Часах хатĕр-лесе параççĕ. Апатланакансем те, сутакансем те районти çăкăр завочĕ кăларакан булка изделийĕсене кăмăлланине пĕлтереççĕ. Кунта сок-семпе лимонадсем, ытти çимĕçсем те темиçе тĕрлĕ. Алена Соколова сутуçă килекенсене тĕрлĕ блюдăпа сăйлать. Повар профессине алла ил-нĕскер, апата тутлă та техĕмлĕ пĕçерме ăста вăл. Кафере 16 вырăн. Пĕчĕк ушкăнпа çуралнă кунсене, уявсене кунта ирттерме кăмăллаççĕ. Хăтлăхĕпе, ăшă та илемлĕ пулнипе хăй патне йыхравлать кафе. Канса ларнă вăхăтра телевизор пăхма та меллĕ. "Василек" кафе 2003 çулхи раштав уйăхĕнче уçăлнă. Елчĕкри Василий Садокович Агеев пасар тапхăрĕ пуçлансан ĕçсĕр тăрса юлнă. Кулянса ларнипе малалла каяйманнине часах ăнланнă. Ара, ĕçлес кăмăл иксĕлми. Тарăн та тĕплĕ шухăшланă хыççăн хăйĕн ĕçне йĕркелесе яма тĕв тытнă мал ĕмĕтлĕ арçын. Çапла вара хăйне те, мăшăрне те, хĕрĕсене те ĕç вырăнĕ пулнă. Кафене мĕнле ят парас-ха тесе пуçа ватма тивмен хуçана: Ваççаран пуян вĕсем. Кĕçĕн мăнукĕ те Василек ятлă. Кăвак куçлăскерсен ячĕпе "утмăл турат чечекĕ" кафе çĕкленсе те ларнă. Çемье тăрăшса вăй хурса пысăках мар кафе туса лартрĕ, унтан пурте çанă тавăрса ĕçлеме пикенчĕç. Чи малтанах территорие тирпей-илем кĕртрĕ туслă çемье. Шурлăхлă çĕре типĕтес тесе йывăçсем лартрĕç вĕсем, йĕри-тавра хитре чечексем ỹстерчĕç. Пĕчĕк карта тытса çавăрни пушшех илем кĕртет кафе умне. Унта çу кунĕсенче канса ларма сак вырнаçтарнă. Василий Садоковичпа Зинаида Петровна Агеевсем икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Зина аппа мĕн пенсие тухиччен районти тĕп больницăра санитаркăра ĕçлесе ирттерчĕ. Тирпейлĕ те çепĕç кăмăллă пулнипе пĕлеççĕ ăна ялта. Вася пиччене тивĕçлĕ канăва тухнă тесе калаймăн. Хăй çулĕнчен чылай çамрăк курăнать вăл, ĕçре вăр-варлăхĕпе тĕлĕнтерет. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе вĕрентсе ỹстернĕ Аленăпа Оксанăна ашшĕпе амăшĕ. Аслă хĕрĕ Аслă Елчĕкри Валерий Соколовпа çемье çавăрнă. Ывăлпа хĕр пĕрчи çитĕнтереççĕ вĕсем. Аленăн мăшăрĕ уйрăм предприниматель патĕнче тăрăшать. Алена, малтанах каларăм, ашшĕ уçнă кафере сутуçă пулса ĕçлет. Ỹркенмеççĕ Соколовсем. Хăйсен вăйĕпе лартнă чаплă та хăтлă çуртпа пурăнаççĕ. Кил картинче тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх çитĕнтереççĕ. Пĕр вăхăт çирĕм сысна та усранă-ха вĕсем. Хальхи вăхăтра ĕне тытаççĕ, сурăхсем йышлă, сыснасем те пĕрре-иккĕ çеç мар. _ Вите выльăх-чĕрлĕх сассипе илемлĕ. Ял çыннине вĕсемсĕр алă çавăрма питĕ йывăр. Патшалăха сĕт паратпăр, сыснасене самăртса сутатпăр. Хĕллене выльăхсене чакаратпăр. Çулла вара хур-кăвакал, чăххи-чĕппи картиш тулли,_ тет ỹркенмен çамрăк хĕрарăм. Каферен кайсассăн кил картинче ĕçĕ часах пĕтмест хĕрарăмăн. Кил хуçи те ир-ирех ура çинче, çавăн чухлĕ выльăха пăхма ай! вăхăт сахал мар кирлĕ вĕсене. Çапах нăйкăшмаççĕ. Ĕçре пурнăç илемне курать маттур та тăрăшуллă çемье. Викторпа Анжела яланах ашшĕпе амăшне пулăшаççĕ. Укçа-тенкĕ тар кăларса ĕçлемесĕр пулманнине ăнланаççĕ вĕсем. Агеевсен тепĕр хĕрĕ Елчĕкри Тябуковсен ывăлне качча тухнă. Оксана малтанах "Василекра" тăрăшатчĕ. Каярахпа ĕçшĕн хыпса çунакан çамрăк мăшăр халăхран сĕт пуçтарма тытăнчĕ. Оксанăпа Алексей Тябуковсем ыйхă мĕнне пĕлмеççĕ. Сĕт паракансем патне ирех çитеççĕ. Ыт ахальтен каламан пулĕ ваттисем: "Ир тăракан çерçи ялан тутă" тесе. Чăн-чăн маттурсем. Ватăсемпе пĕр çăвартан пурăнаççĕ çамрăксем. Тябуковсем те ĕçрен хăракан çынсем мар, выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Оксанăпа Алексейăн виçĕ ача. Пĕчĕкскерсене халех ĕç патне пыма вĕрентеççĕ. Чăннипех те ĕçпе киленекен Агеевсем ырă ята тивĕçлĕ. Ĕç çĕклет çав çынна, ỹркев ỹкерет.
Источник: "Елчĕк Ен"