01 января 2010 г.
"Победа" сахал яваплă юлташлăхра выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ферма коллективĕ черетлĕ ял хуçалăх çулталăкне те пысăк кăтартусемпе вĕçлени çакна çирĕплетет. Ĕç ăнса пыни хавхалантарать, кăмăла çĕклет, тепĕр енчен илсен, малашнехи тĕллевсене пурнăçлассинче тата тимлĕрех пулма хистет. Кашни кунхи ĕçе пĕлсе йĕркеленипе тата тĕплĕн пурнăçланипе сĕт сăвассипе сарăлнă районти ăмăртура ĕне фермин коллективĕ тивĕçлипе малти вырăна тухма пултарчĕ. Çулталăк хушшинчи тапхăрта кунта кашни ĕнерен 7000 килограмм сĕт сунă, çакă _ районти чи пысăк кăтарту. Ял хуçалăх предприятийĕнче пĕтĕмпе сĕт туса илесси те çулран-çул ỹссех пырать. Çакна тỹрремĕнех сăвакан ĕнесен хисепĕ тата продуктивлăх ỹснипе сăлтавламалла. Фермăра, виçĕ çул каяллахипе танлаштарсан, сăвакан ĕнесен хисепĕ те икĕ хут нумайрах. Хальхи вăхăтра кунта иртнĕ çулхинчен 15 процент ытларах, пурĕ 435 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать. Малашнехи тĕп тĕллев _ кĕтĕве тата ỹстересси. Сахал яваплă юлташлăх директорĕ Николай Головин палăртнă тăрăх, ĕне выльăхсен хисепне ỹстерме тата вĕсенчен тивĕçлĕ шайри продукци туса илме вырăнта майсем пурте пур. Ĕнесене паянхи пурнăç шайне тивĕçтерекен ятарлă залра сума тытăннăранпа ĕç тухăçлăхĕ палăрмаллах ỹснĕ, малтанхипе танлаштарсан, ĕне сăвакансен ĕçĕ те çăмăлланнă. Унчченхи пек, ĕçлеме дояркăсем çитменнипе те нушаланмаççĕ. Пачах тепĕр майлă, çак тапхăрта ялти темиçе хĕрарăм та ĕне сăвакан операторта ĕçлеме вырнаçма май пул- мĕ-и тесе директор патне ыйтупа килнĕ. Нумай ĕçе механизациленине кура кунта хальхи вăхăтра çирĕплетнĕ 6 çын та пĕтĕм ĕçе пурнăçлама ĕлкĕрет. Анна Константинова, Ираида Овчинникова, Елена Портнова дояркăсем, Дмитрий Саллин оператор хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçлаççĕ. Çулталăк кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май пăрулаттаракан уйрăмра ырми-канми вăй-халпа тăрăшакан Зоя Емельяновăпа Эльфрида Дементьева, çамрăк пăрусене пăхнă çĕрте тимлекен Татьяна Платоновăпа Маргарита Курицына, Игорь Сальников, мăйракаллă шултра выльăхсене самăртакан Лидия Портновăпа Лидия Матвеева ячĕсене кăмăлтан аса илсе палăртатпăр. Ял хуçалăх предприятийĕнче кашни çул, çанталăк условийĕсем мĕнле пулнине пăхмасăр, кирлĕ таран выльăх апачĕ хатĕрлесе хăвараççĕ. Черетлĕ хĕл тапхăрĕ валли 275 тонна утă, 3042 тонна пахалăхлă сенаж янтăланă. Уй-хир ĕçченĕсем апат хывса хăварассишĕн çу каçипе те пĕр канăç курман. Çавăнпа сивĕ хĕл кунĕсен тапхăрĕнче çакăн пирки шутласа пуçа ватмалла мар. Фермăри самăр çитĕнекен мăйракаллă шултра выльăхсемпе сăвакан ĕнесем козлятник курăкĕнчен хатĕрленĕ тутлăхлă çемçе утта çăвар туллин кавлесе çиеççĕ, ахаль улăма астивсе те курмаççĕ. Сăвакан ĕнесен хĕл тапхăрĕнчи кулленхи рационĕнче тĕш тырă çăнăхне 7 килограмм, сенажа 40 килограмм, 5 килограмм чухлĕ утă çирĕплетнĕ. Рациона палăртнă чухне минераллă хушма апатсемпе тăрантарассине те тĕп вырăна хураççĕ. Сăвакан ĕнесене тулли рационпа тата пахалăхлă апатпа тăрантарнипе продукци пахалăхĕ те пысăк. Сĕтри белок хисепĕ 3 процент ытла, çу хисепĕ 4 процент ытла виçене тивĕçнине пула туса илекен сĕтĕн сутлăх хакĕ те пысăк. Хальхи вăхăтра Шупашкарти сĕт-çу заводне леçекен продукцин 1 килограмне 15 тенкĕпе сутаççĕ. Ĕне выльăхсен кĕтĕвне кашни çул ỹстерсе пыни паянхи пурнăç ыйтнине тивĕçтермелле витесем хăпартма е вĕсене çĕнетсе реконструкци тума хистет. Акă, сысна фермин витисене, темиçе çул пушă ларнăскерсене, çĕнетсе юсанă. Халĕ унта ĕнесене пăрулаттаракан уйрăм тата çамрăк пăрусен профилакторийĕ вырнаçнă. Ветеринари требованийĕсене çирĕп тивĕçтерекен хăтлă профилакторире çитĕнекен пăрусем чирлени те сайра тĕл пулать. Иртнĕ çул фермăра, виçĕм çулхипе танлаштарсан, икĕ хут ытларах, пурĕ 186 пăру, 100 ĕнерен 100 пăру илнĕ, 100 ĕне пуçне 50 пушмак пăруланă. Сывă та тĕреклĕ пăрусем епле ỹссе çитĕннине те сиссе юлма çук. Ушкăнри мăйракаллă шултра выльăхсем пĕр талăкра 783-шер грамм ỹт хушнă. 15 уйăхра вĕсем 380 килограмран кая мар ỹссе çитĕнеççĕ. Çак тапхăрта вĕсене пĕтĕлентерсе те хăвараççĕ. Малашнехи тĕллевсем тата пысăкрах. Çакна пурнăçа кĕртес тесе сахал яваплă юлташлăх дирекцийĕ фермăра ĕçлекенсене пур енлĕн хавхалантарса пыма тăрăшать.
Источник: "Елчĕк Ен"