16 декабря 2009 г.
Кишĕр сывлăхшăн усăллă çимĕç пулнине пурте ăнланаççĕ. Çавăнпа ăна акса çитĕнтермен хуçалăх çук та пулĕ. Анчах вăл мĕнле чир-чĕртен сиплеме пулăшнине пурте чухлаймаççĕ. Тĕпчевçĕсем кишĕре йывăрпа тула тухайман чухне, пĕвер, пỹресем ыратма тытăнсан, чĕре патне пыракан юн тымарĕсемпе аптăрасан çиме хушаççĕ. Кишĕрте каротин хисепĕ пысăк пулнипе унăн сокне инфаркт пулнă çынна ĕçсе тăма сĕнеççĕ. Ăна ỹт-пỹре каротин сахал чухне тăтăшах çимелле. Кишĕре час-часах çини юн тымарĕсене сарма, çынна лăпланма пулăшать. Халăх медицини кишĕр шăка хăвалама, ỹт-пỹре юн сахал чухне, çын вăйсăрлансан та ăна çисех тăма сĕнет. Ача çуратнă хĕр арăмсене, сĕт ытларах антăр тесе кишĕр ытларах çиме хушаççĕ. Паха пахча çимĕçе апатра час-часах усă курни тĕрлĕ чир-чĕр лекесрен те сыхлать. Ỹт-пỹ суранлансан та кишĕре суран çине хума, язва пулсан сурана кишĕр сокĕпе çуса тăни усăллă. Сурана тỹрленме пулăшать теççĕ. Кишĕре пĕçерсе холодильникре мĕн чухлĕ ытларах вăхăт усратăн _ çавăн чухлĕ витаминсен хисепĕ ỹсет тесе вĕрентеççĕ сиплевçĕсем. Кишĕрĕн варринчи шупкарах пайĕнче холестерин хисепĕ нумайрах пулнипе эпĕ пиçнĕ кишĕрĕн варрине касса пăрахатăп. Холестерин ытлашши пулни организмшăн сиенлĕ. Вăл тĕрлĕ çимĕçĕн тĕрлĕ вырăнта пулать. Акă, хĕрлĕ чĕкĕнтĕрĕн çỹлти тата тымар пайĕнче, купăстан сарăлса тăракан çулçисемпе тунинче ытларах пулнине палăртаççĕ. Çавăнпа ку пайĕсене касса пăрахмалла.